Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Октябрӗн 2022, 20:40

Тырӑ пухас енӗпе Раҫҫейре истори рекордне лартнă

Хальхи вӑхӑтра тырпул пухса кӗртесси вӗҫленет.

Тырӑ пухас енӗпе Раҫҫейре истори рекордне лартнă
Тырӑ пухас енӗпе Раҫҫейре истори рекордне лартнă

Ялхуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев Раҫҫей Ялхуҫалӑх министерствинче иртнӗ оперативлӑ штаб ларӑвӗнче тырӑ пухас тӗлӗшпе ҫӗршывра историлле рекорд туни ҫинчен пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра тырпул пухса кӗртесси вӗҫленет. Сӑмахран, тырă лаптӑкӗн 93 процентне пуҫтарнӑ, бункер виҫипе 147,5 млн тонна илнӗ, ку истори рекорчӗ шутланать. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх май килнӗ таран 150 млн тонна ҫитме палӑртнӑ. Дмитрий Патрушев каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ Раҫҫей ялхуҫалӑхӗн аграрийӗсемпе пӗтӗмӗшпе пӗлтерӗшлӗ ҫитӗнӳсем.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал Пушкӑртстан аграрийӗсем рекордлӑ тырпул – 5 млн тонна тӗштырӑ культурине пухнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Тырӑ пухас енӗпе Раҫҫейре истори рекордне лартнă
Тырӑ пухас енӗпе Раҫҫейре истори рекордне лартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: