Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
8 Ноябрӗн 2022, 21:02

Пушкӑрт аграрийӗсем 330 пин ытла тонна хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине пухнӑ

Çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ытларах.

Пушкӑрт аграрийӗсем 330 пин ытла тонна хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине пухнӑ
Пушкӑрт аграрийӗсем 330 пин ытла тонна хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине пухнӑ

Пушкӑртстанра хӗвелҫаврӑнӑш пухас ӗҫ малалла пырать. Паянхи куна республика аграрийӗсем чи пысӑк ҫу культурине 218 пин гектар е акнă лаптӑксен 72 процентне ҫапнӑ, пӗлтернӗ регион Ял хуҫалӑх министерствинче.
Пушкӑрт аграри ведомствин информацийӗ тӑрӑх, хĕвелçаврăнăш 336 пин тонна пуçтарнă, вӑтам тухăç гектар пуçне 15,4 центнер таран пулнӑ. Танлаштарма, 2021 ҫулта хӗвелҫаврӑнӑш тухӑҫлӑхӗ 305 пин тонна, вӑтам тухӑҫ - гектартан 12 центнер пулнă.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстан халӗ ӳсентӑран ҫӑвӗ туса илессипе Раҫҫейри регионсен Топ-10 кӗрет. 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, республикӑри ҫу çапакан икӗ завод 326 пин тонна продукт тунӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн телеграм-каналӗ.

 

Пушкӑрт аграрийӗсем 330 пин ытла тонна хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине пухнӑ
Пушкӑрт аграрийӗсем 330 пин ытла тонна хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине пухнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: