Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Ноябрӗн 2022, 15:14

Пишпÿлек çыннисем патшалăх наградисем илнĕ

Республикӑра ял хуҫалӑх ӗҫченӗн тата тирпейлекен промышленноҫ ĕçченĕсен кунĕ ячӗпе мероприятисем иртрӗҫ.  

Пишпÿлек çыннисем патшалăх наградисем илнĕ
Пишпÿлек çыннисем патшалăх наградисем илнĕ

Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерствин Колонна залӗнче ПР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин патшалӑх наградисене республикӑри АПК тата апат-ҫимӗҫ индустрийӗн чи лайӑх ӗҫченӗсене панӑ. Усак-Кичури Рим Ямалтдинов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫине Пишпÿлек районӗнчи АПК аталанӑвӗнче нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн "Пушкӑртстан Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" кӑкӑр çине тирмелли паллипе наградӑланӑ.

Ҫав кун Уфари "Торатау" Конгресс-холра та отрасльте малта пыракансене наградӑласси иртнӗ. "Пушкӑртстан Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята Пишпÿлек райветстанцийӗн ветеринари ӗҫченӗ Йăлпăлакри Венера Александрова тивӗҫнӗ. Кунтах Республикӑри "Чи лайӑх агрокласс вӗренекенӗ" конкурсăн пилӗк ҫамрӑк ҫӗнтерӳҫине наградӑланă. Специализациленӗ класра лайӑх вӗреннӗшӗн пысӑк наградăна Хушăлкари Антон Григорьев илнӗ. Патшалӑх наградисене республикӑри ял хуҫалӑхӗн чи лайӑх ӗҫченӗсене тата Пушкӑртстан Республикин Правительствин дипломне ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов панӑ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: ПР Ялхуçалăх министерствин пресс-служби.

Пишпÿлек çыннисем патшалăх наградисем илнĕ
Пишпÿлек çыннисем патшалăх наградисем илнĕ
Пишпÿлек çыннисем патшалăх наградисем илнĕ
Пишпÿлек çыннисем патшалăх наградисем илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: