Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
7 Декабрӗн 2022, 10:50

Пушкӑртстанра инкубатор станцинче кайӑк-кӗшӗк питӗ нумай пӗтнӗ: сӑлтавне хальлӗхе палӑртман-ха

Лару-тӑрӑва ПР Ял хуҫалӑх министерстви, ПР ветеринари управленийĕ, ҫавӑн пекех муниципалитетпа фабрика тишкерни паллӑ.

Декабрӗн 5-мӗшӗнче Стерлибаш районӗнче вырӑнти кайӑк-кӗшӗк фабрикинче кайăк-кĕшĕк йышлӑн вилнӗ. "Башинформа" малтанлӑха хӑй ҫӑлкуҫӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тăхăр пин пуҫран ҫурри вилнӗ.
"Лабораторире анализ тунӑ - кайӑк-кӗшӗк грипӗ ҫирӗпленмен. Халӗ кайӑксем массӑллӑ вилнин сӑлтавне пӗлес тесе хушма тӗпчевсем ирттереҫҫӗ", - пӗлтернӗ информагентство калаҫаканĕ.
Лару-тӑрӑва ПР Ял хуҫалӑх министерстви, ПР ветеринари управленийĕ, ҫавӑн пекех муниципалитетпа фабрика тишкерни паллӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" архивĕ.

Пушкӑртстанра инкубатор станцинче  кайӑк-кӗшӗк питӗ нумай пӗтнӗ: сӑлтавне хальлӗхе палӑртман-ха
Пушкӑртстанра инкубатор станцинче кайӑк-кӗшӗк питӗ нумай пӗтнӗ: сӑлтавне хальлӗхе палӑртман-ха
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: