Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Декабрӗн 2022, 13:45

Ситексем çĕнĕ комбайн туяннă

Çĕнĕ техника çитес çулхи вырмара хăйне лайăх кăтартасса шанаççĕ.

Ситексем çĕнĕ комбайн туяннă
Ситексем çĕнĕ комбайн туяннă


Ситекри "Урожай" ООО ертӳҫи çитес ҫулхи тырпул тухӑҫне пухса кӗртме лайӑх заявка панӑ. Ҫак кунсенче машинӑпа трактор паркӗн ангарӗнче хӗллехи управа NOVA-340 тырӑ вырмалли ҫӗнӗ комбайн лартнӑ. Вӑл кӑҫалхи ноябрь пуҫламӑшӗнчеял хуҫалӑх техники кăларкан "Россельмаш"  завочӗ хамăр çĕршыври производителӗ пухнӑ линийӗсенчен тухнӑ. Тырӑ вырмалли комбайн хакӗ вунпӗр миллиона яхӑн тенкӗпе танлашать. Халӗ хуҫалӑхӑн тырӑ вырмалли тӑватӑ комбайн пур: Дон-1500 Б, "Нива" тата икӗ NOVA-340. Ҫуллен тырӑ вырмалли ӗҫе механизаторсем хӑйсен вӑйӗпе тата кӗске вӑхӑтра туса ирттереççĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Ситексем çĕнĕ комбайн туяннă
Ситексем çĕнĕ комбайн туяннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: