+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кун пирки Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ирттернӗ "Инвестчасра" пӗлтернӗ.
"Боково" компанин представителӗсем Иглин районӗнче инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗпе 2,1 миллиард тенкӗ хывса 1 200 ӗне усрамалăх выльӑх-чӗрлӗх фермине тума палӑртни ҫинчен каласа панă. Ҫакӑ 80 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парать.
Строительство ӗҫӗсем кӑҫал пуҫланаҫҫӗ, инвестора выльӑх-чӗрлӗх туянма тӑкаксен пӗр пайне саплаштараҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-03/v-iglinskom-rayone-planiruetsya-sozdanie-zhivotnovodcheskoy-fermy-3128619