Пушкӑртри 44 районта ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнӑ, кун пирки хӑйӗн телеграм-каналĕнче регион ертӳҫи Радий Хабиров пӗлтернӗ.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал юр ытти чухнехинчен икӗ эрне маларах кайса пĕтнĕ, çавăнпа та нӳр тытассишĕн кӗрешӳ пырать. Ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта кӗрхи тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене удобренисемпе тӑрантараҫҫӗ.
Ҫав хушӑрах Илиш, Кармаскалă, Давлекан, Мелеуз тата Буздяк районӗсенче тырӑ тата пăрçа йышши культурăсем акаҫҫӗ.
"Пирӗн аграрисем 1,6 пин ытла ҫурхи тӗштырӑпа пăрçа йышши культурисене акнӑ. Ҫурхи ака пирӗн 2,115 млн гектарта пуҫаруллӑ пулмалла! Лайӑх тырпул пултӑр", - суннă ял ҫыннисене Радий Хабиров.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-04-11/v-bashkirii-nachalis-vesenne-polevye-raboty-3214804
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.