Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
7 Июлӗн 2023, 06:55

Пушкӑрт механизаторӗсем Раҫҫейри чи лайӑх сухаҫӑ ятне илессишӗн кӗрешеҫҫӗ

10-мӗш юбилей чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене июлӗн 9-мӗшӗнче пĕлтерĕç.

Пушкӑрт механизаторӗсем Раҫҫейри чи лайӑх сухаҫӑ ятне илессишӗн кӗрешеҫҫӗПушкӑрт механизаторӗсем Раҫҫейри чи лайӑх сухаҫӑ ятне илессишӗн кӗрешеҫҫӗ
Пушкӑрт механизаторӗсем Раҫҫейри чи лайӑх сухаҫӑ ятне илессишӗн кӗрешеҫҫӗ

Кӑҫал Раҫҫейӗн уҫӑ Чемпионатне Раҫҫей агропромышленноҫ комплексӗн пысӑк куравӗнче — "Пӗтӗм Раҫҫейри уй-хир кунӗ" - ирттереҫҫӗ. Мероприяти июлӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшӗччен "Казань Экспо" курав центрӗн площадкинче иртет.

Раҫҫейри 50 регионтан тата туслӑ ҫӗршывсенчи чи лайӑх механизаторсем хӑйсен професси хӑнӑхӑвӗсене кӑтартма пухӑннӑ.

Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанри аграрисен командине кӑҫал 2022 ҫулхи вице-чемпион Ильдар Ишикаев, ҫавӑн пекех унӑн ентешӗ Валерий Романов, Мелеуз районӗнчи "Салават" хуҫалӑхра механизаторта ӗҫлекенскер, тӑратать.

10-мӗш юбилей чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене июлӗн 9-мӗшӗнче пĕлтерĕç.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-07-06/predstaviteli-bashkortostana-boryutsya-za-zvanie-luchshego-paharya-rossii-3330565

 

Пушкӑрт механизаторӗсем Раҫҫейри чи лайӑх сухаҫӑ ятне илессишӗн кӗрешеҫҫӗ
Пушкӑрт механизаторӗсем Раҫҫейри чи лайӑх сухаҫӑ ятне илессишӗн кӗрешеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас