Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Августӑн 2023, 11:56

Пушкӑртстанра тырӑ тухăçлăхĕ 1,2 млн тоннӑран иртнӗ

Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.

Пушкӑртстанра тырӑ тухăçлăхĕ 1,2 млн тоннӑран иртнӗ
Пушкӑртстанра тырӑ тухăçлăхĕ 1,2 млн тоннӑран иртнӗ

Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.
Регион ертӳҫи Пушкӑрт Республикинче ҫӗр ӗҫченĕсем пысӑк, миллионлӑ чикке - тырӑ тухăçлăхĕ 1,2 млн тоннӑран та иртни ҫинчен социаллӑ сетьсенче каласа панӑ.
Паянхи кун пĕрчĕллĕ тата пăрçа культурисен пӗтӗм лаптӑкĕн виҫҫӗмӗш пайне авӑн ҫапнă. Кӗрхи тырӑсене вырса пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ. Радий Хабиров лидерсене паллă тунă: Стерлитамак тата Аургазă районӗсен хуҫалӑхӗсене, вĕсенче 80 пин тонна ытла тырӑ пухнӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫанталӑк ансат мар пулин те, ҫуркунне шӑнтни тата ҫу пуҫламӑшӗнче çумар çуманни, регион лайӑх тухӑҫпа пуласса шанать. Хабиров аграрисен пысӑк компетенцийӗсем, техникӑпа технологи пуянлӑхӗсем республика ҫӑкӑрсӑр юлас ҫукки ҫинчен халех калама май параççĕ тенĕ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: архивран
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-14/valovyy-sbor-zerna-v-bashkortostane-prevysil-1-2-mln-tonn-3387272

 

Пушкӑртстанра тырӑ тухăçлăхĕ 1,2 млн тоннӑран иртнӗ
Пушкӑртстанра тырӑ тухăçлăхĕ 1,2 млн тоннӑран иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: