Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
6 Ноябрӗн 2023, 18:18

Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă

Кун ҫинчен район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн страницинче каласа панă.

Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă

2023 çулхи ялхуҫалӑх сезонӗн малта пыраканĕсене тивӗҫлӗ наградӑсем панӑ. Кун ҫинчен район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн страницинче каласа панă:
- Пирӗншӗн, ял ҫыннисемшӗн, ялхуҫалӑх ĕçченĕсен кунӗ – чи савӑнӑҫлӑ уявсенчен пӗри. Ҫак кун эпир пурнăçне ҫӗр ҫинчи ӗҫе халалланӑ ҫынсене тав тӑватпӑр, чыслатпӑр. Пирӗн сӗтелсене тутлӑ та усӑллӑ апат-ҫимӗҫ тултаракансене. Кам ӗҫне чунтан, чӗререн хисеплет, ҫавсене.
Агропромышленноҫ комплексӗ Пишпӳлек районӗн экономикинче тӗп вырӑн йышӑнать. Ун ҫинчен, ҫав шутра кӑҫалхи ҫитӗнӳсем те калаҫҫӗ. Кӑҫал тăхăр уйӑх хушшинче отрасльти пӗтӗм тавар продукцийӗн калӑпӑшӗ 2,5 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 90 пин тонна ытла тырӑ пухнӑ. 20 пин тонна сӗт сунă. Питӗ лайӑх кӑтартусем! Эпир аграрисене ҫак ҫитӗнӳсемпе саламлатпӑр, вӗсене тивӗҫлӗ наградӑсемпе парнесем патăмăр.
Сире пурне те уяв ячӗпе тата тепӗр хут пӗтӗм чӗререн саламлатӑп! Сире хӑвӑр ӗҫӗршӗн, тӑван ҫӗр ҫине пӑхнӑшӑн, ялхуҫалӑхне аталантарассишӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Сирӗн пур пуҫарӑвӑрта та ӑнӑҫу пултӑр, эсир тӑрӑшнине вара тивĕçлипе хаклаччăр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Пишпÿлекре çĕр çинче ĕçлекенсене чысланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: