Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
19 Июлӗн , 11:41

Радий Хабиров Пушкӑртра вырма кампанийĕ пуҫланни ҫинчен пӗлтернӗ

Пушкӑртра тырпул пухса кӗртес кампани пуҫланнӑ, малтанхи пин тонна ҫӗнӗ тырпул пухса кӗртнӗ.

Радий Хабиров Пушкӑртра вырма кампанийĕ пуҫланни ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Пушкӑртра вырма кампанийĕ пуҫланни ҫинчен пӗлтернӗ
Пушкӑртра тырпул пухса кӗртес кампани пуҫланнӑ, малтанхи пин тонна ҫӗнӗ тырпул пухса кӗртнӗ. Кун ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн телеграмм-каналӗнче пӗлтернӗ.
"Республикӑн хӗвеланӑҫ районӗсенчен пуçланă, кӑнтӑрта тата Зауральере хальлӗхе ҫумӑр ҫăвать. Пӗтӗмӗшле илсен — кăçал яланхи пек мар, климат условийӗсем те ансат мар", - палӑртнӑ регион ертӳҫи.
Халĕ республика аграрийӗсем кӗрхи культурӑсене пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 380 пин гектар, ҫурхи тӗштырӑпа пăрçаллă тӗштырӑ культурисене 1,3 миллион гектар яхӑн лаптăкран пухса кӗртмелле, 480 гектар çу культурисем, 58 пин гектар — сахӑр кӑшманӗ, 3,4 пин гектар — ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ йышӑнмалла.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов, архив фотоӳкерчӗкӗ.
 
 
 
 
Радий Хабиров Пушкӑртра вырма кампанийĕ пуҫланни ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Пушкӑртра вырма кампанийĕ пуҫланни ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: