-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Сӑлтавӗ - ҫумӑра пула тырпул тухăçĕ пӗтни.
Тӑтӑшах ҫумӑра пула тата тырпула пухса кӗртме йывăр пулнă ыйтӑва пула Пушкӑртстанра чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗрки пĕлтернӗ. Тивӗҫлӗ распоряжение республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров алӑ пуснӑ. Пушкӑртри 50 районти лару-тӑрӑва, çавӑн пекех Кумертаура ял хуҫалӑх культурисен калчисем тӑпра нӳр пулнипе пӗтнине пула, кӑҫалхи июлӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 20-мӗшӗччен чрезвычайлӑ тесе йышӑннӑ, пӗлтерет "Башинформ".
ЧС режимӗ сентябрӗн 11-мӗшӗччен вăйра тăнине палӑртаҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-08-23/rezhim-chrezvychaynoy-situatsii-vveden-v-bashkirii-3896089