Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
1 Октябрӗн , 14:38

Пушкӑрт аграрийӗсем 280 пин гектар калчасене страховат тунă

Пушкӑрт Республикинче ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем 2024 ҫулта ӳсентӑран ӗрчетес енӗпе страховат тума 109 договор тунӑ.

Пушкӑрт аграрийӗсем 280 пин гектар калчасене страховат тунă
Пушкӑрт аграрийӗсем 280 пин гектар калчасене страховат тунă
 
Пушкӑрт Республикинче ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем 2024 ҫулта ӳсентӑран ӗрчетес енӗпе страховат тума 109 договор тунӑ. Аграрисем 242 пин гектар тӗштырӑ культурине, 9 пин гектар – техника культурисене, 14 пин гектар – пăрçа йышши культурăсене, 15 пин гектар – ҫу культурисене страхланӑ. Пӗтӗмӗшле страхланӑ площадь 280 пин гектартан иртнӗ.
– Аграрисене федераципе регион бюджетӗнчен агростраховани тӑкакӗсен ҫурри таран компенсацилени пӗлтерӗшлӗ, - палӑртнă ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан – ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов. – 2024 ҫулта пулӑшу укҫи 150,5 млн тенкӗпе танлашнӑ. Ҫанталӑк лайӑх мар условисене ҫулсерен туса пынӑ чухне патшалӑх пулӑшӑвӗпе агростраховани - регионта ял хуҫалӑх производствин тупӑшлӑхне тивӗҫтермелли кирлӗ инструмент.
 
Палӑртса хӑварас пулать, 2024 ҫулта Пушкӑрт Республикинче вӑрах ҫумӑрсем çунăран тӑпрана нӳретнине пула калчасем пӗтнипе ҫыхӑннӑ май ЧС режимне кĕртнĕ. Чылай хуҫалӑхсем ака-суха кассишӗн страхлав тӳлевӗсем илме пуҫланă.
 
 
 
Пушкӑрт аграрийӗсем 280 пин гектар калчасене страховат тунă
Пушкӑрт аграрийӗсем 280 пин гектар калчасене страховат тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: