Аит ял Советĕнчи Алексеевка ялӗнчи Михаил Турленко хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче кӗрхи тулӑ питӗ лайӑх тӗвӗленнӗ.
ПР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑри аграрисен 2 млн та 676 пин гектар вырма тивӗ, ҫав шутран 1 млн та 416 пин гектарӗ — пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем тата 680 пин ытла гектарӗ — техника культурисем. Паянхи куна республикӑра 93 пин гектар ҫулса ҫапнӑ, 300 пин тоннӑна яхӑн тырӑ пухса кӗртнӗ. Ытларах вӑл кӑҫал ытти культурӑсенчен маларах пиҫсе ҫитнӗ кӗрхи тулӑ. Республикӑри кӗрхи культурӑн вӑтам тухӑҫӗ гектартан 40 центнера яхӑн ҫитет. Ҫав хушӑрах Стерлитамак, Чекмагуш тата Кармаскалӑ районӗсенче ку кӑтарту гектар пуçне 50 центнер, Буздяк районӗнче гектар пуçне 56 центнер тухать.
Кашни гектар кӗрхи тулӑран вӑтам тухӑҫ илессипе районти хӑш-пӗр хуҫалӑхсем республикӑри кӑтартусене питӗ ҫывӑх. Михаил Виталович Турленко хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче кӑҫал «Скипетр» сортлӑ кӗрхи тулла 470 гектар лаптӑк акнӑ. Вӑл питӗ лайӑх пулнă. Хуҫалӑх уйӗсем районӑн Оренбург ҫӗрӗсемпе чикӗленнӗ вырӑнта. Эпир пысӑк уя çитрĕмĕр, унта тырпул пухса кӗртекен виҫӗ комбайн тӳрремӗн вырать. Вӗсем пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлеҫҫӗ, умлӑ-хыҫлӑ пыракан КАМАЗ автомобильсен тата ГАЗ-53 икӗ самосвалӑн кузовӗсене тырӑ пушатма ҫеҫ чарăнаҫҫӗ. Хӗвел анать, ҫавӑнпа та комбайнсем, автомобильсем, ылтӑн шевле сапакан хирти пӗтӗм ӗҫ процесӗ илӗртӳллӗ курӑнать.
— Эпӗ ҫемьепе тӗп хулара ӗҫлесе пурӑнатӑп, анчах ака-суха вӑхӑтӗнче, вырмара аттене кашни ҫул пулӑшма тӑрӑшатӑп. Хальхи вӑхӑтра самосвалпа уйран Алексеевкӑна тырӑ леҫетӗп. Унӑн нӳрӗкӗ 12 процентпа танлашать. Ку вӑл юракан норма, ҫавӑнпа та пухнӑ тухӑҫа тӳрех тырӑ складне пушататпӑр, — тет хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ çӳллӗ Виталий Турленко пире тырӑ выракан комбайн патне ҫитнӗ автомобиль патӗнче кӗтсе илсе, бункера пушатма сигнал парса. — Тырпул паян питӗ лайӑх. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн кашни гектар пуҫне хӗрӗх центнер пулать пуль тетӗп.
— Хирте ҫитӗнтернӗ тырпул вӑл ҫур ӗҫ кӑна-ха, — тет пире складсем умӗнче кӗтсе илнӗ май тыр-пулпа техника культурисен акнӑ мӗнпур лаптӑкӗсенчен тухӑҫ пухса илессинче ҫулсерен пысӑк кӑтартусем тӑвакан хастар хуҫа Михаил Виталович Турленко. — Тырпул пухса кӗртмелле, вӑрлӑх фондне упрама хумалла, ытлашшине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртмелле — ҫавӑн чухне тин лӑпланса мӗнпур ӗҫе пӗтӗмлетме пулать. Ним иккӗленмелли те ҫук, эпир ывӑлпа иксӗмӗр ҫӗр ӗҫӗнче тулли цикллӑ ӗҫ тӑвайман пулӑттӑмӑр. Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен ӗҫченсем пулӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Марат Садыковпа Марсель Каримов комбайнерсем хаксӑр кадрсем шутланаҫҫӗ. Вӗсенчен ҫӗнӗ NOVA тыр-пул пуҫтаракан комбайнпа опытлӑ механизатор Федор Максимов та тăрса юлмасть. КАМАЗ водительне Роман Митрясова та мухтас килет. Вӑл прицеплӑ йывӑр тиевлӗ автомобильпе Приютовӑри элеватора тырӑ турттарать. Тырӑ складĕнче ним ӳпкелешмесӗр Нургаян Гимранов ӗҫлет. Ку эрнере ҫумӑр кансӗрлемесен кӗрхи тулла пӗтӗмпех пуҫтарса пӗтеретпӗр. Пирӗн тата йӗтӗнпе ҫу культурисен лаптӑкӗсем юлаҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.