Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
4 Сентябрӗн 2025, 10:29

Тырпула пухса кӗртме ӗлкӗрмелле

  «Урожай» ОООна ӑнӑҫлӑ та ҫирӗп ӗҫлеме пурлӑхпа техника никӗсӗ тата опытлӑ кадрсем пулӑшаҫҫӗ.

Тырпула пухса кӗртме ӗлкӗрмелле
Тырпула пухса кӗртме ӗлкӗрмелле
 
«Урожай» ОООна ӑнӑҫлӑ та ҫирӗп ӗҫлеме пурлӑхпа техника никӗсӗ тата опытлӑ кадрсем пулӑшаҫҫӗ.
«Урожай» тулли мар яваплӑхлӑ общество районти ҫирӗп ӗҫлекен тата аталанакан ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗри. Хуҫалӑх вырнаҫнӑ Ситек ялне кайнӑ чухне автомобилӗн малти кантӑкӗ ҫине тумла тумлать: ҫумӑр ҫӑвать. Вырма вӑхӑтӗнче ҫумӑрсем вара пачах кирлӗ мар, тыр-пул пахалӑхӗ пӑсӑлать, хире те тухаймастӑн. Кӑҫалхи ҫул юрӑхлӑ мар условисемпе кӑткӑсланнӑ, ҫапах та пирӗн аграрисен тӗп тӗллевӗсем улшӑнмаҫҫӗ: ӳстернӗ тухӑҫа май пур таран хӑвӑртрах пухса кӗртмелле.
- Ҫанталӑк условийӗсем вырма кампанине кӑштах кӑткӑслатаҫҫӗ. Ҫанталӑк хӑйӗн тӳрлетӗвӗсене кӗртет. Ҫумӑрсем йĕркеленнĕ çул-йĕртен  аванах ҫапса кӑлараҫҫӗ. Вырма сроксенчен кӑшт каярах юлса пырать, тыр-пул пахалӑхӗ те ҫухалать, - кӗтсе илет пире Юрий Иванов, ял хуҫалӑх производствинче пурне те пӗлекен, нихҫан та хуйхӑрман оптимист ҫын.
Ял хуҫалӑх ҫӗрӗсем ҫинче виҫӗ пине яхӑн гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем, вӑрлӑхпа выльӑх апачӗ валли хӗвелҫаврӑнӑш вырнаҫтарнӑ. Кӗрхи культурӑсем ырашпа тулӑ кӑҫал 400 гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ, урпапа маржиналлӑ тата пысӑк белоклӑ культура пӑрҫа лайӑх тӗвӗленнӗ. Ҫак пӑрҫа йышши культура 200 гектар ҫинче вырнаҫнӑ. Хуҫалӑхӑн ӑнӑҫлӑ ӗҫне пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗп пулӑшать. Предприятие тӑпрана тирпейлемелли мӗнпур техникӑпа, ака комплексӗпе, тыр-пула тата выльӑх апачӗ пуҫтармалли комбайнсемпе тивӗҫтернӗ.
Автопарк мӗнпур тиеве турттаракан автомобильсенчен тӑрать. Хуҫалӑх ертӳҫи, тӑрӑшуллӑ хуҫа пулнӑ май, яланах техникӑна ҫӗнетесси пирки тӑрӑшать. Кӑҫал икĕ МТЗ-82 трактор туяннă. Тырӑ склачӗсене юсанӑ, дезинфекциленӗ, апат-ҫимӗҫ тыррине, вӑрлӑх материалӗпе фуража тултарма хатӗр. Хуҫалӑхра сӗт-ҫу енӗпе мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫитӗнтерессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хӗл валли типĕ тата сӗтеклӗ апатпа, тырӑ фуражӗпе тивӗҫтернӗ.
Анчах хуҫалӑхра чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ресурс тесе Юрий Иванович ял ӗҫченӗсене асӑнать, вӗсене пула хуҫалӑхра илекен мӗн пур продукцие вӗсен аллипе  туса илеҫҫӗ. Нумай ҫул уй-хирте Сергей Мелихов, Андрей Григорьев, Владимир Суколов, Вадим Никитин ӗҫлеҫҫӗ. Фермӑра опытлӑ выльӑх пӑхакансем Николай тата Наталья Петровсем, Александрпа Марина Крутяевсем, Ирина Кудрякова, Алена Идрисова вӑй хураҫҫӗ. Вырма вӑхӑтӗнче тыр-пул турттарнӑ ҫӗрте Федор Васильевпа Олег Саватнеев водительсем пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ, вӗсен тивӗҫӗ - сортланӑ тырра турттарасси тата складсене вырнаҫтарасси.
Кӑҫал пӗрчӗллӗ культурӑсен тухӑҫӗ лайӑх. Ҫанталӑк улшӑнса тӑнӑран уй-хир ӗҫченӗсен ӗҫлеме майлӑ «чӳречесем» кĕтме тивет, ку, паллах, коллектив ҫине тиенессине ӳстерет, хушма тӑкак кӳрет. Вырма ӗҫӗсемсӗр пуҫне тата ҫитес ҫулхи тухӑҫ валли кӗрхи культурӑсене акмалли ҫӗрсене акас умӗн хатӗрлеҫҫӗ, ун валли хуҫалӑхӑн тыр-пул савӑлӗнче тӑватҫӗр гектара яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. «Урожай» ООО ертӳҫипе калаҫнӑ вӑхӑтра пирӗн пата хӗвелпе пиҫӗхнӗ ҫирӗп кӗлеткеллӗ ҫамрӑк арҫын хутшӑнчӗ. Вӑл Юрий Ивановичӑн ывӑлӗ Андрей пулчӗ, вӑл иккӗмӗш ҫул ашшӗпе пӗрле ӗҫлет, хуҫалӑх ертӳҫин сылтӑм алли шутланать.  Çамрӑк специалист электрик, Пелепейри ял хуҫалӑх механизаципе электрификаци колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫурҫӗрте ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах Самарăри аграри университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Андрей анлӑ профильлӗ, коллективра хисепре,  пуринпе те пӗр чӗлхе тупма  тата кашни ӗҫчен патне пымаллине пӗлет, пӗрлехи ӗҫ ҫине оптимизмпа пӑхать.
Кӑҫал районта тыр-пул пухса кӗртесси йывӑр пулчӗ, сроксем куҫрӗҫ, ҫумӑрсем ӗҫе чӑрмантараҫҫӗ. Ял ҫыннисем кашни минута сыхлаҫҫӗ. Ӗлкӗрмелле, ҫухатусем ан пулччӑр тесе васкамалла.
Гази МУХАМЕТОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Гази Мухаметов.
Сӑнӳкерчӗксенче Федор Васильев, Олег Саватнеев.
 
Тырпула пухса кӗртме ӗлкӗрмелле
Тырпула пухса кӗртме ӗлкӗрмелле
Тырпула пухса кӗртме ӗлкӗрмелле
Автор: Марина Иванова
Читайте нас