#владимирпутин
Республика бюджечӗ экологи ыйтӑвӗсене татса пама тата медицинӑна тӑкакланине те тимлӗн тишкернӗ Президент.
ЛНР ял хуҫалӑх производителӗсене пулӑшмалли бюджета чакарнă. Ҫакна Владимир Путин республика пуҫлӑхӗпе Леонид Пасечникпа тӗл пулнӑ чухне асӑрханӑ. Президент ку мӗншӗн пулса иртнине тишкерме хушнӑ. Регион ертӳҫи ҫакна хирӗҫ влаҫсем иртнӗ ҫулсенче питӗ хастар «ял хуҫалӑх производителӗсене ура ҫине тӑратнине», ҫакӑ вӗсен ҫитӗнӗвӗсене витӗм кӳнине каласа панă. Сӑмахран, пӗлтӗрхи типӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр 2025 çулта ЛНР тырӑ планне ирттерсе тултарнӑ, 1 миллион вырӑнне 1,2 млн тонна пухнӑ. Республикӑра пурӑнмалли ҫуртсене, ҫулсене тата шкулсене юсасси малалла пырать, СВОна хутшӑнакансене пулӑшмалли федераллӑ тата регион программисем ӗҫлеҫҫӗ, пӗлтернӗ Президента Пасечник.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news