Агропромышленноҫ комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире Ялхуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Ку вӑл мӗнпур ял ҫыннишӗн уйрӑм уяв, мӗншӗн тесен шӑпах сирӗн йывӑр та пархатарлӑ ӗҫӗр пирӗн тӑван Пишпÿлек районӗн аталанӑвӗпе çирĕплĕхне тивӗҫтерет. Эсир ҫӗре тата профессие чунтан парӑннине пула районӑн экономика аталанӑвне тивӗҫтереҫҫӗ, малашлӑхлӑ проектсем хута яраҫҫӗ, ялсене улӑштараҫҫӗ.
Кӑҫал Пишпÿлек районӗнчи аграрисем япӑх мар кӑтартусем тунӑ. Эсир тӑрӑшнипе лайӑх тухӑҫ ӳстернӗ, вырма ӗҫӗсене ҫӳллӗ шайра туса кӗрхи культурăсене акнӑ, ҫитес ҫула хатӗрленме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Тавтапуҫ сире ӗҫӗршӗн!
Сире малашне те ҫитӗнӳсем тума, пурлӑхпа тулӑх пурӑнма тата сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗрсене йышӑнма таса чӗререн сунатпӑр. Сывлӑхпа телей яланах сирӗнпе тата ҫывӑх ҫыннӑрсемпе пӗрле пулччӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.