Çутă çул
+5 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
22 Апреля , 04:13

Радий Хабиров Пушкӑртстанра ака кампанийӗ пуҫланнине пӗлтернӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьсенче ака кампанийӗ пуҫланнине пӗлтернӗ: ӗҫсем 16 районта пуҫланнӑ ӗнтӗ. Мияки районӗнче уй-хире тулӑ, сӗлӗ тата хӗвелҫаврӑнӑш, Куюргазӑ районӗнче сӗлӗ тата урпа акаҫҫӗ. Туймазă, Чишма тата Уфа районĕсенче тулӑпа сӗлӗ акаҫҫӗ.

Радий Хабиров Пушкӑртстанра ака кампанийӗ пуҫланнине пӗлтернӗРадий Хабиров Пушкӑртстанра ака кампанийӗ пуҫланнине пӗлтернӗ
Радий Хабиров Пушкӑртстанра ака кампанийӗ пуҫланнине пӗлтернӗ

Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫуркунне 2 млн гектар ытла, тепӗр 300 пин гектара яхӑн кӗрхи тырӑ акма палӑртнӑ. Малашне ҫу культурисен лаптӑкӗ ӳсӗ.

"Вӑрлӑхпа пирӗн хуҫалӑхсене тивӗҫтернӗ. Кун пек чухне тыр-пул тата хӗвелҫаврӑнӑш вӑррисен 80% ытла - хамӑр ҫӗршывăн пулни пӗлтерӗшлӗ. Ку эпир малалла та малалла тӑсакан шухӑшлӑ система ӗҫӗн кӑтартӑвӗ", – ҫырнӑ Радий Хабиров.

Ҫак акана республикипе 12 пин тракторпа 5 пин ял хуҫалӑх машинине хутшӑнĕ.

Регион Пуҫлӑхӗ аграрисене пуян тухӑҫ сунать, ӗҫшӗн тав тăвать, вӗсен ӗҫӗнче пулӑшу пама шантарать.

Сӑн ӳкерчӗк: Радий Хабировӑн соцсечӗсем.

https://mgazeta.com/news/vazhno/2026-04-21/radiy-habirov-anonsiroval-start-posevnoy-kampanii-v-bashkirii-4660386

Радий Хабиров Пушкӑртстанра ака кампанийӗ пуҫланнине пӗлтернӗ
Радий Хабиров Пушкӑртстанра ака кампанийӗ пуҫланнине пӗлтернӗ
Автор:
Читайте нас