Çутă çул
+16 °С
Ясно
Ял хуçалăхĕ
9 Июня , 06:20

Тырпул ҫине шанаҫҫӗ

Киров ячӗллӗ СПК ҫӗр ӗҫченӗсем 393 гектар лаптӑкра хуратул акссине вӗҫлеҫҫӗ.

Тырпул ҫине шанаҫҫӗТырпул ҫине шанаҫҫӗ
Тырпул ҫине шанаҫҫӗ

Киров ячӗллӗ СПК ҫӗр ӗҫченӗсем 393 гектар лаптӑкра хуратул акссине вӗҫлеҫҫӗ.

Районти ял хуҫалӑх предприятийĕсем хушшинче малта пыракан Киров ячӗллӗ СПКан акмалли лаптӑксем виҫӗ пин гектар ытла. Хальлӗхе ака кампанийӗ вӗҫленсе пырать. Хуҫалӑхӑн механизаторӗсемпе агрономи служби палӑртнӑ вӑхӑтра тыр-пул тата техника культурисене акса пӗтернĕ, уй-хирте ударлӑ ӗҫленĕ. Вӗсем уй-хирсене хатӗрлесе акнӑ кӑна мар, унпа пӗрлех минераллӑ удобренисем кӗртессипе тата нумай ҫул ӳсекен курӑксемпе кӗрхи культурӑсен лаптӑкӗсене ҫум курӑксемпе сӑтӑрҫӑсенчен ретӗн-ретӗн сиплессипе ӗҫленӗ. Халӗ акас ӗҫсен кун йӗркинче Ситекпуç аграрийӗсен ӑшша юратакан хуратул акасси ҫеҫ юлать.

— Кӑҫал хуратул 393 гектар лаптӑк ҫине акма палӑртнӑ, — тет ял хуҫалӑх кооперативӗн опытлӑ ертӳҫи Александр Маркелович Тихонов. — Пур уй-хир те тыр-пулпа техника культурисен туслӑ калчисемпе ешерет ӗнтӗ. Пирӗн механизаторсем хуҫалӑхӑн агрономи службин сисӗмлӗ тӗрӗслевӗпе тӑпрана хуратул акма хатӗрлемелли мӗнпур кирлӗ технологи операцийӗсене туса пĕтернĕ. Хуратул сывӑ апатланмашкӑн усӑллӑ. Хуратул уйӗсенчен илекен хурт пылӗ те сиплӗ шутланать. Хуратул хакӗ тата вӑл тӑпра пулӑхлӑхне ӳстерекен сидерат пулнинче.

Александр Тихонов каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хуратул акма техника тата кадр нумай кирлӗ мар. Хуҫалӑхра кун валли «ПК Кузбасс-Т» ҫӗнӗ акмалли комплекс пур. Ку вӑл тӑпрана хӳтӗлекен ҫӗр ӗҫӗ валли ресурс перекетлекен универсаллӑ техника, вӑл пысӑк тухӑҫ илме тата ҫав вӑхӑтрах тӑпра пулӑхлӑхне юсама май парать. Вӑл кустӑрмасен батарейисенчи пневматика сеялкинчен тата вӑрлӑх бункерӗнчен тӑрать. Акмалли комплекс тӑпрана малтан тирпейлемесӗрех сапаланчӑк, шӗвӗ е газ евӗрлӗ удобренисем акмалли горизонт айне тӗп-тӗрӗс кӗртме пултарать. Ҫак операцисене пӗрлештерни тӑпрана хытарассине чакарать, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсене перекетлет, чи пӗлтерӗшли — акмалли сроксене кӗскетет.

— Саккӑрмӗш ҫул пирӗн хуҫалӑхра тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсемпе пысӑк ӗҫ стажӗллӗ опытлӑ механизатор Сергей Васильев ӗҫлет, — юлашкинчен хушса хурать Александр Маркелович. — Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн механизаторсем Сергей Владимировича 47 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗҫ, коллективра малалла та ударлӑ ӗҫлеме сунчӗҫ. Шӑпах ӑна эпир акмалли комплекслӑ пысăк энергиллĕ К-700 тракторпа ӗҫлеме шанатпӑр. Вӑл пӗр-ик талӑкра икӗ уйра вырнаҫакан хуратул акассине ҫӗнтерӗ. Пире ҫумӑрсем питӗ кирлӗ. Вырма ӗҫӗсем вӑхӑтӗнче мар, халӗ пулччӑр вӗсем.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

 

 

 

Тырпул ҫине шанаҫҫӗ
Тырпул ҫине шанаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас