Çутă çул
+14 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
29 Июня , 08:12

Районта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Рим Таухетдинович Ямалтдинов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче районти ял хуҫалӑх производителӗсен выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарма выльӑх апачӗ хатӗрлес ыйтусемпе семинар-канашлу иртнӗ.

Районта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗРайонта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ
Районта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Рим Таухетдинович Ямалтдинов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче районти ял хуҫалӑх производителӗсен выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарма выльӑх апачӗ хатӗрлес ыйтусемпе семинар-канашлу иртнӗ.

Аграрисен выльӑх апачӗ хатӗрленӗ чухнехи ӗҫӗ — апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ҫыхӑннӑ хӗрӳ процесс. Вӑл иртен пуҫласа каҫчен тӑсӑлать, пысӑк профессионализм, кӑткӑс техникӑпа ӗҫлемелле, ҫавӑн пекех ӗҫе сыхламалли ҫирӗп нормӑсене уҫӑмлӑн пӑхӑнмалла.

Площадьре, семинарӑн практика пайӗ иртнӗ уйпа юнашар, выльӑх апачӗ (утӑ, сенаж, силос) хатӗрлесе турттарас енӗпе ӗҫлекен ял хуҫалӑх техникине тӑратнӑ. Пӗр рете хӑй тӗллӗн ҫӳрекен выльӑх апачӗ пуҫтаракан комбайн, косилкӑсем, пресс-подборщиксем, КАМАЗ автомобильсем йӗркеленсе тӑнă. Вут-ҫулӑм тухма пултарасран пичĕкепе шыв лартнă. Семинара район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Амурович Галеев уҫнă. Пишпӳлек районӗ пирӗн республикӑн тӗлӗнмелле кӗтесӗ пулнине, кунта ӗҫчен те тарават халӑх пурӑннине палӑртнă вӑл.

— Паян эпир районти малта пыракан хуҫалӑхсенчен пӗринче Рим Ямалтдинов КФХ территорийӗнче пуçтарăннă. Ку хуҫалӑх ҫамрӑк пулин те ӑнӑҫлӑ ĕçлет. Вӗсен ҫӗрӗ те нумай, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси те, ӳсен-тӑран ÿстересси те ҫулран-ҫул аталанать. Семинара лайӑх хатӗрленни курӑнать: тӑратнӑ техникӑна сӑрланӑ, юсанӑ, лайӑх хатӗрленӗ. Семинар хӑйӗн чи лайӑх енӗсене кӑтартас тесе кӑна мар, пирӗн ҫулталӑкӗпех ӗҫленӗ май сиксе тухакан ыйтусене сӳтсе явма та йӗркеленӗ. Ҫанталӑк хальлӗхе савӑнтарать, малашне те ҫапла пуласса шанатпӑр. Эпир, паллах, кирек мӗнле кӗтменлӗхе те хатӗр. Семинарта тухӑҫлӑ ӗҫ сунатӑп! — тенĕ Артур Галеев.

КФХ пуҫлӑхӗ Рим Таухетдинович хуҫалӑх нультен пуҫланӑ пулин те, аталанса пынине каласа панă. Нумай вӑй-хал тӑкакланӑ. Ял ӗҫченӗн ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман. Пурне те тӑрӑшма, ӗҫлеме, малалла аталанма суннă. Калинин ял Совечӗ ял тăрăх пуҫлӑхӗ Ирек Ягфарович Лутфуллин тухса калани кӑсӑклӑ та пӗлӳллӗ пулнă. Вӑл хӑйӗн сӑмахне ҫак ял Советне кӗрекен территори, истори даннӑйӗсемпе кӗскен паллаштарнинчен пуҫланă.

Ҫак территори заказник пулнине те палӑртнă вӑл — кунта сӑвӑр-байбаксем хуралта. Ку тӑрӑхра Пушкӑртстанри мĕнпур чӗрчунсем те пурӑнаҫҫӗ. Ҫак ҫут ҫанталӑк илемне ӗҫчен ҫынсем татах сӑрӑсем хушаҫҫӗ. Калинин ял Совет территорийӗнче ял хуҫалӑх ӗҫне туса пыракан ҫичӗ КФХ. Халӑха тӗрлӗ пулӑшу параҫҫӗ. Кашни уяв, мероприяти вӗсем пулӑшнипе иртет. Унсӑр пуҫне вӗсем СВОна хутшăнакансен ҫемйисене тӳлевсӗр пулӑшу параҫҫӗ.

Малалла хутшӑнакансем выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫе сӳтсе явнă. Выльӑх апачӗ хатӗрлеме хатӗрленӗ техникӑна ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп инженерӗ Александр Георгиевич Новиков кӗске характеристика панӑ.

Семинарӑн пленарлӑ пайне районти ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп агрономӗ Линар Динарович Самигуллин пуҫланă. Вӑл районти 2026 ҫулта акмалли лаптӑксем тата выльӑх апачӗ хатӗрлесси пирки калаҫнӑ.

— Пӗр условнӑй КРС пуҫне выльӑх апачӗ валли улӑмпа усӑ курнине шута илмесӗр 28 центнертан кая мар выльӑх апачӗ хатӗрлеме палӑртнӑ. Лайӑх ҫанталӑка пула ял хуҫалӑх культурисене акма нумай ҫул ӳсекен курӑксене ир ҫулма пуҫламалла. Ҫут ҫанталӑк уттипе усӑ курмалла, ҫавӑн пекех сенажпа силоса пахалӑхлӑ хатӗрлессине пусӑм тумалла. Паянхи кун район хуҫалӑхӗсенче утӑ хатӗрлемелли тӗп меслет — утта рулонсене пусарасси, — каласа кӑтартнă Линар Динарович.

Ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп инженерӗ Александр Новиков тухса калаҫни пушартан сыхланмалли мерӑсене пӑхӑнма тӗллев лартнӑ. Вӑл мӗнпур ӗҫченсемпе должноҫри ҫынсене выльӑх апачӗ хатӗрленӗ чухне инкексемпе пушарсем ан пулччӑр тесе ӗҫ сыхлавӗн, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тата ӗҫ дисциплинин требованийӗсене пурнӑҫлама чӗнсе каланă.

Выльӑх-чӗрлӗх тухӑҫлӑхӗпе сывлӑхӗ хатӗрленӗ выльӑх апачӗн пахалӑхӗнчен килет. Ҫавӑн пекех ӗнесен апат рационӗнчен сӗт тухӑҫлӑхӗ килет. Ҫавӑнпа выльӑх апачӗн базине туса хурасси ял хуҫалӑхӗнче тӗп самант пулса тӑрать. Кун пирки ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп зоотехникӗ Шайнур Хабрахманович Лукманов каланă. хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен техника тӑрӑмне сӑнаса тӑракан Пушкӑртстан Республикин патшалӑх инспекцийӗн инженерӗ Руслан Владимирович Яковлев ял хуҫалӑхӗшӗн питӗ кирлӗ тракторсемпе, комбайнсемпе прицепсен хӑрушсӑрлӑх мерисем, регистрацийӗ тата техника тӑрӑмӗсем пирки каланă.

Семинар вӗҫленнӗ май Артур Амурович ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен тӑрӑшуллӑ ӗҫ кӑтартӑвне кӑтартакан тӗп уяв Акатуй пулнине палӑртнă. Хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн пурне те тав тунă. Тепӗр районти семинар-канашлӑвӑн куҫакан вымпелне Салават Юлаев ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ертӳҫине — Ильгиз Ишмухаметович Асфандиярова панӑ.

 

Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Зульфида Муллагалеева.

 

Районта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ
Районта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ
Районта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ
Районта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ
Районта выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас