Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
23 Июлӗн , 06:36

Радий Хабиров Пушкӑртстанпа паллаштаракан ӗҫме-ҫиме пирки каланă

Утӑ уйӑхӗн варри — кăмăс пирки калаҫма шӑп вӑхӑт, тесе ҫырнӑ социаллă сечĕсенче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.

Радий Хабиров Пушкӑртстанпа паллаштаракан ӗҫме-ҫиме пирки каланăРадий Хабиров Пушкӑртстанпа паллаштаракан ӗҫме-ҫиме пирки каланă
Радий Хабиров Пушкӑртстанпа паллаштаракан ӗҫме-ҫиме пирки каланă

Утӑ уйӑхӗн варри — кăмăс пирки калаҫма шӑп вӑхӑт, тесе ҫырнӑ социаллă сечĕсенче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, кăмăс пек ӗҫмеллисĕр Пушкӑртстана куҫ умне кӑларма ҫук.
«Ӑна республика тулашӗнче чылай çĕрте пӗлеҫҫӗ, эпир ăна туса кӑларассипе Раҫҫейре шанчӑклӑн пӗрремӗш вырӑн йышӑнатпӑр», — палӑртнӑ Радий Хабиров.
Ҫулсерен пушкӑрт кăмӑс ӑстисем ҫак тутлӑ та сиплӗ шӗвеке 3,5 пин тоннӑна яхӑн туса илеҫҫӗ. Пушкӑртстанра паян 100 кăмăс ферми шутланать.
«Эпир — лаша шучӗпе ҫӗршыври лидерсен шутӗнче — пирӗн вӗсем 125 пин ытла, - уҫӑмлатнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ. - Кăмăс — Пушкӑрт культурин уйрӑлми пайӗ. Вӑл чӑн-чӑн наци бренчӗ пулса тӑнӑ. Ку ӗҫме-ҫиме кӑна мар, организмшӑн чӑннипех те усӑллӑ ӗҫме-ҫимерен пӗри. Хӑй вӑхӑтӗнче çакна кунта кăмăспа сипленме килнӗ Лев Толстой, Антон Чехов, Максим Горький, Марина Цветаева курса ӗненнӗ».
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА.
https://www.bashinform.ru/news/social/2026-07-22/radiy-habirov-rasskazal-o-napitke-bez-kotorogo-nelzya-predstavit-bashkiriyu-4659636

 

 

 

Радий Хабиров Пушкӑртстанпа паллаштаракан ӗҫме-ҫиме пирки каланă
Радий Хабиров Пушкӑртстанпа паллаштаракан ӗҫме-ҫиме пирки каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас