

Ҫанталӑк юнтармӑшӗсене пӑхмасӑр, районти пур хуҫалӑхра та вырма ӗҫӗсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ҫак яваплӑ тапхӑрта организма лайӑх ӗҫлеттерме тулли апатлану пулӑшать. Александр Милютинăн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн кухня хатӗрӗсемпе тата апат-ҫимӗҫпе лайӑх хатӗрленӗ столовӑйӗнче Людмила Дмитриевапа Лира Прохорова поварсем вӗри апат хатӗрлеҫҫӗ. Эпир килнӗ чухне вӗсем ӗне какайӗн тÿшкине полиэтилен михӗсене касса тултаратчĕç.
— Эпир кашни кун 25 ҫынна — вырма ӗҫӗсенче тата выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫре тӑрӑшакан КФХ ӗҫченӗсене — тӑрантаратпӑр, — тет аслӑ повар Людмила Аркадьевна. — Кӑнтӑрлахи апата эпир пӗрремӗш тата иккӗмӗш блюдăсем, ҫавӑн пекех пылак чей е компот хатӗрлетпӗр, помидорпа хӑяр салачӗ тӑватпӑр. Каҫхи апата иккӗмӗшне тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе хатӗрлетпĕр. Апат-ҫимӗҫе, ҫурмафабрикатсене вырӑнти суту-илӳ вырӑнӗсенче туянатпӑр, аш-какая хуҫалӑхӑн МТФ-ран илсе килеҫҫӗ. Ешӗл ҫимӗҫе килтен илсе килетпӗр. Эпир хатӗрленӗ апат пурне те килӗшет, нумайӑшӗ тепĕр чашăкярса пама ыйтать. Вырма ӗҫӗсем нумай вӑй-хал ыйтнине ӑнланатпӑр эпир, ҫавӑнпа тутлӑ та тутӑ апатпа ҫак яваплӑ самантра хуҫалӑха пулӑшма тӑрӑшатпӑр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.