

Кистенлĕ ялӗнче малашлӑхлӑ ҫӗнӗ производство пулма пултарать, пӗлтернӗ хӑйӗн МАХ-каналӗнче район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов. Лашасем ӗрчетекен вырӑнти Владислав Леонтьев хӑйӗн ӗҫне анлӑлатма, кăмăс туса илессине йӗркелеме шутланӑ. Халӗ унӑн хуҫалӑхӗнче 15 яхӑн пуç лаша шутланать, анчах тунӑ ӗҫ ҫинче чарӑнса тӑма шутламасть фермер.
Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов пулас производство вӑй-хӑватне хаклас тата ҫак тӑрӑхра агротуризм аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе явас тесе хуҫалӑха хӑй ҫитсе курнӑ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче енсем ҫывӑхра вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене тара пама май пуррине сӳтсе явнӑ. Йӗркелӳ процесӗ май килнӗ таран оперативлӑ ирттӗр тесе хуҫалӑх пуҫлӑхне ҫывӑх вӑхӑтра харпӑрлӑхӑн юридика формине палӑртма сӗннӗ.
Район администрацинче кирлӗ документсем хатӗрлеме Владислав Леонтьева кӗтеҫҫӗ. Пур формальноҫсене те майлаштарсан Кистенлĕ часах районӑн гастрономипе туризм картти ҫинче ҫӗнӗ пӑнчӑ пулма пултарать.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Пишпÿлек район администрацин пуҫлӑхӗн Александр Семеновӑн социаллӑ сечӗсем.
https://svetput.ru/news/localnews/2026-08-20/v-sele-kistenli-bogdanovo-planiruyut-naladit-proizvodstvo-kumysa-4788126