

Мускаври «Ылтӑн кӗркунне» агропромышленноҫ куравӗнче Пушкӑртстан стендне Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин, Дмитрий Патрушев вице-премьер тата Ял хуҫалӑх министерствин пуҫлӑхӗ Оксана Лут пӑхса тухнă.
Радий Хабиров республикӑн ял хуҫалӑхӗнчи ҫитӗнӗвӗсем тата отрасльти чи пысӑк проектсем ҫинчен каласа панă. 144 тӑваткал метрлӑ стенд ҫинче – выльӑх-чӗрлӗх, ӳсентӑран тата биотехнологисенче наукӑпа технологи ӗҫӗсем.
Радий Хабиров республикӑра хӑйсене вӑрлӑх фончӗпе тивӗҫтерме тӗллев лартнине палӑртнă. Ҫакӑн валли РАН УФИЦ биохимипе генетика институчӗн, аграри университечӗн тата пысӑк индустри партнерӗн майӗсене пӗрлештернĕ – ҫапла майпа ял хуҫалӑх культурисене селекцилес енӗпе хӑйне евӗрлӗ проект хута янă. Республика пуҫлӑхӗ федераци пулӑшӑвӗпе аслӑ шкулӑн наукӑпа вӗрентӳ базине самай лайӑхлатма май килнине палӑртнă.
Михаил Мишустин пушкӑрт селекционерӗсем туса хатӗрленине пысӑка хурса хакланӑ.
Пушкӑртстан стендне регионсен пуҫлӑхӗсем, отрасль предприятийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисем те ҫитсе курнӑ. Хӑнасене республикӑри АПК вӑй-хӑватне кӑтартнă, ҫав шутра «РОБОЛАБ» ПЦР-диагностикӑна автоматизацилемелли роботлӑ мультимодальлĕ комплекса тата «Цифра вӗлли» утарсене тытса пымалли тытӑма, ҫавӑн пекех апат-ҫимӗҫ тата тирпейлекен промышленноҫ таварӗсен анлӑ ассортиментне кӑтартнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн пресс-служби.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-10-07/radiy-habirov-predstavil-mishustinu-potentsial-apk-bashkortostana-4838521