Çутă çул
-28 °С
Юр
Пур хыпар та
Ял, санăн çыннусем
2 Июлӗн , 11:17

«Радуга» - ял пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ пайӗ

  Земфира Магсумовна Федорова Ăхпуç ялӗнчи райпо лавккинче сутуҫӑра ҫиччӗмӗш ҫул вӑй хурать.

«Радуга» - ял пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ пайӗ
«Радуга» - ял пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ пайӗ
 
Земфира Магсумовна Федорова Ăхпуç ялӗнчи райпо лавккинче сутуҫӑра ҫиччӗмӗш ҫул вӑй хурать.
- Пирĕн Земфира  питӗ лайӑх сутуҫӑ, - тет ялта пурӑнакан Лия Кириллова. - Ялта пурӗ те пӗр лавкка кӑна, унта кирек мӗнле тавар та туянма пулать.
«Радуга» лавккари ассортимент чӑнах та тӗлӗнтерет. Çемçе ҫӑкӑрпа сӗтрен пуҫласа хуҫалӑх супӑнӗпе пӑта таранах кунта ял ҫыннине кирлӗ пулма пултаракан япаласем пурте пур теме пулать. Земфира Магсумовна кашни тавар туянакана  паллать, вӗсен кӑмӑлне астӑвать. Пĕрне вӑл юратнӑ канфитне илсе хурать, теприне колорадо нӑрринчен чи лайӑх имçам сӗнет. Ялта ытларах пенсионерсем пурӑнаҫҫӗ, ҫамрӑксемпе шкул ачисем сахал. Ҫулла туянакансен йышӗ кӑшт хушӑнарах пырать: хуласенчен мӑнукӗсем аслашшĕ-кукашшӗ патне килеççĕ. Пелепейрен, Приютовӑран «дачниксем» те килеҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫынсем ҫитӗнтернӗ тухӑҫа пуҫтарса кӗртиччен ялта март уйӑхӗнчен пуҫласа октябрьччен пурӑнаҫҫӗ.
— Яланах ҫынсене пулӑшма тӑрӑшатӑп, - тет Земфира Магсумовна ҫӗнӗ продукцие холодильнике вырнаҫтарнӑ май. - Пӗлетӗп: лавкка нумайӑшӗшӗн - тулашри тӗнчепе пӗртен-пӗр ҫыхӑну. Ҫавӑнпа та кунта кирлисем кӑна мар, чун-чӗре тӗлӗшӗнчен те пулни пӗлтерӗшлӗ. Акӑ туянакансем валли ятарласа сак лартрӑмӑр, хӑш чухне ял ҫыннисем пĕр вăхăтра темиҫе ҫын пухӑнни те пулать.
«Радуга» лавккара яланах уйрӑм атмосфера хуҫаланать. Суту-илӳ тунисӗр пуҫне кунта юлашки хыпарсене пӗлме, тухăçа сӳтсе явма е кӳршӗсемпе ахаль калаҫса ларма пулать. Земфира Магсумовна тавар йышӑнма та, туянакансемпе калаҫма та, лавккара йӗрке тума та ӗлкӗрет. Ҫынсем заявкӑпа мӗн те пулин илсе килме ыйтни те пулать. Чӑнах та, пурин те транспорт ҫук-ҫке, калӑпӑр, икӗ михӗ шуртăм е ытти строительство таварне пула Пишпÿлеке е Приютовӑна кайма тӑкаклӑ тухать. «Ик-Вершины-инфо» ушкӑн питӗ пулӑшать, унта сутуҫӑ ҫӗнӗ таварӑн сӑнӳкерчӗкӗсене кăларать, ҫӗнӗ хыпарсем, мӗнле пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла илсе килни тата ытти те пирки хыпарлать.
- Хам пӗлӳпе бухгалтер пулсан та, суту-илӳре эпӗ ҫӗнӗ ҫын мар, 15 ҫул Раевкӑра ӗҫлерӗм: сутуҫӑран пуҫларӑм, кайран складра тавароведра тӑрӑшрӑм. Каярахпа, Михайловкӑна куҫса килсен, кунта ĕçе тухма сӗнчӗҫ. Малтанхи вӑхӑтра кӑштах ӑнланманлӑх пурччӗ, ҫичӗ ҫул каялла эпӗ ялта ӗҫлеме пуҫларӑм вӗт, унта ытларах чӑваш халӑхӗ, халӗ хӑнӑхрӑм. Кунта ҫынсем питӗ лайӑх, пӗр шухӑшлӑ, пĕтĕçÿллĕ. Кам мӗнле тавар мӗн чухлӗ илессине пӗлсе тăратăп.
«Земфира - пирӗн ҫӑлавҫӑ, - йӑл кулать Лия Кириллова. — Унсӑр эпир алӑсӑр пекех». Ҫакӑн пек тав сӑмахӗсене Земфира Магсумовна кашни кун илтет. Ара, вӑл — ахаль сутуҫӑ кӑна мар, вӑл - «Радуга» лавккан тата пӗтӗм ялăн чунӗ. Земфира ӗҫӗ - тавар сутасси кӑна мар, вӑл Ăхпуç ялӗн пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ.
— Ялта лавкка, медпункт, библиотека ӗҫлеççĕ пулсан,  уявсем ирттереҫҫӗ, площадкӑра ачасем выляҫҫӗ пулсан — вӑл пурӑнать, малалла утать, — шанчӑкпа калаҫать Земфира Магсумовна. - Халӗ кадрсемпе пысӑк проблема, ҫамрӑксем хуласене тухса каяҫҫӗ, ялта пенсионерсем кӑна юлаҫҫӗ, вӗсене пулӑшмалла, вӗсене те хӑтлӑ пурнӑҫ кирлӗ. Эпир хамӑр та ҫав ҫула ҫывхарса пыратпӑр, хамӑр вырӑна улӑштараканнине хӑварас килет.
«Радуга» лавккан ӗҫ графикӗ 9 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗпе, шӑматкун 15 сехетчен, канмалли кун — вырсарникун. Сутуҫа улӑштаракан ҫукки кулянтарать. Ара, Земфира Федорова миҫемӗш ҫул ӗнтӗ отпусксӑр ӗҫлет. Тата лавкка ҫуртне çиелтен те пулин юсасан лайахрах пулмалла.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Галина Варикова.
 
«Радуга» - ял пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ пайӗ
«Радуга» - ял пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ пайӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас