

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин СВО ветеранӗсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассине патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗ тенӗ. Ӗҫе вырнаҫас, професси тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗрен хатӗрлес, медицина тата социаллӑ реабилитаци ыйтӑвӗсем тӗп вырӑнта. Ҫавӑн пекех федераци тата регион шайӗнче пӗрлехи база пулӑшу мерисем парасси. Адреслӑ пулӑшӑва йӗркелесе пырассипе профильлӗ ведомствӑсемпе «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗ тӑрӑшаҫҫӗ, унта ветерансем сиксе тухакан мӗнпур ыйтупа пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ. СВО ветеранӗсемпе вӗсен ҫемйисен членӗсем социаллӑ контракта (АСПК) тӗпе хурса адреслӑ социаллӑ пулӑшу илме пултараҫҫӗ. 350 000 тенкӗ таран укҫа-тенке уйрӑм предприниматель ӗҫне уҫма е аталантарма параҫҫӗ. Тӗп условии —хӑйсен ӗҫне хута яма укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ курасси тата ҫемье тупӑшне лайӑхлатасси.
Ҫакӑн пек майпа СВО ветеранӗ, пилӗк ача ашшӗ, Михайловка ялӗнче пурӑнакан Александр Владимирович Стасенко усӑ курма пултарнӑ. Вӑл ялта кӑлпасси цехӗ уҫнӑ, хальлӗхе вӑл хӑйӗн участокӗнче. Пӳрт алӑкӗн уратинчен иртсенех кунта ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ ҫынсем пурӑнни курӑнать, вӗсем йӗркене, хӑтлӑха хаклаҫҫӗ. Ачасен янӑравлӑ сассисем килте савӑнӑҫпа телей, ӑшӑлӑхпа килӗшӳлӗх уйрӑм атмосферине йӗркелеҫҫӗ, кухньӑран вара Анна мӑшӑрӗ хӑйӗн пысӑк та туслӑ ҫемйи валли пӗҫерекен тутлӑ апат шӑрши кӗрет.
Ҫемье пуҫӗ Александр Узбекистанра Ташкент хулинче ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 1986 ҫулта ҫуралнӑ. 1993 ҫулта политика курсӗ улшӑннӑ вӑхӑтра ҫемье Раҫҫее Тула облаҫне куҫса кайнӑ. Унта вӑл вӑтам пӗлӳ илнӗ. Шел те, тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ чухне ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнӑ. Яш амӑшӗпе Пушкӑртстана, амăшĕн тӑван ялне — Михайловкӑна пурӑнма куҫнă. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем пурте пысӑк тимлӗхпе пулӑшу кӳнĕ, вӗсене пулӑшнă, ҫакӑншӑн вӗсем пурне те тав тӑваҫҫӗ. Александр Пишпÿлекри профучилищӗре автослесаре, унтан Пелепейри машиностроени техникумӗнче вӗреннӗ. Унта пулас арӑмӗпе Аннӑпа паллашнă та. Хальхи вӑхӑтра амăшĕ Пелепей хулинче пурӑнать, ҫамрӑк ҫемье ҫак ҫуртра юлнӑ, хӑйӗн ӗҫне уҫнӑ. Виҫӗ хӗрачапа икӗ арҫын ача хӑйсен ашшӗ-амӑшӗпе асламӑшне савӑнмалăх ӳсеҫҫӗ.
— Ҫартан килсен чылайччен ӗҫ тупаймарӑм. Узбекистанран куҫса килнӗ хыҫҫӑн гражданлӑхпа йывӑрлӑхсем сиксе тухрĕç, паспорт илеймерĕм, автосервисра вӑхӑтлӑха ӗҫлерĕм. Ҫемье ҫавӑртăм, пурӑнма пуçларăмăр, йӑла-йӗркене йӗркелерĕмĕр, ачасем ҫуралнӑшӑн савӑнса пурăнма пуçларăмăр. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан унта каяс шухӑш мана пӑрахмарӗ. Манран аслӑрах ачасем каяҫҫӗ, эпӗ те ҫак утӑма тума 2023 ҫулхи январьте шут тытрӑм. Контракта «Барс 14» добровольчески отрядпа алӑ пусрăм, — каласа парать Александр Стасенко.
Ҫулталӑк ҫурӑ ҫапӑҫнӑ пирӗн ветеран. Малти линире пулнӑ, тӑшманӑн чи ҫывӑх позицине ҫитме 100 — 150 метр юлнӑ. Ҫапӑҫури тӗллевсене пурнӑҫласа ялан теветкеллӗх условийӗсенче хӗсметре тӑнӑ. Хӑрушлӑхӑн тӗп факторӗсенчен пӗри пилотсӑр самолетсем пулнӑ, ҫавӑнпа та куҫса ҫӳресси, маскировка тӑвасси яланах асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ. Кӗҫӗн хӗрӗ ҫуралас умӗн киле таврӑннӑ, контракта татнӑ.
— СВОра чухне киле таврăнсан хамӑн ӗҫе уҫатӑп тесе пӗрмай шухӑшлаттӑм. Манӑн ҫемьене нимӗн те кирлӗ ан пултӑр теттӗм. Акӑ пӗр ҫул-йӗр тупрӑм — кӑлпасси цехӗ уҫрӑм. Технологие вӗренме, оборудовани туянма, пӳлӗм хатӗрлеме тытӑнтӑм. Пишпÿлек районӗнчи «Защитники Отечества» фонд мана пулӑшрĕ, кирлӗ ҫынсемпе ҫыхӑнтарчӗ, социаллӑ проектсемпе паллаштарчӗ. Хальхи администраци пуҫлӑхне Александр Семенова, ун чухне вӑл Пишпӳлек районӗнчи бизнес-шерифчĕ, Пишпӳлек районӗнчи «Защитники Отечества» фондӑн социаллӑ координаторне Гузель Хисамутдинована тата ӗҫпе тивӗҫтерекен центра пысӑк тав. Мана тата манӑн ҫемьене хисеплесе, тӑрӑшса, приоритетлӑ пӑхнинчен тӗлӗнтӗм, — тав тӑвать ветеран.
Халӗ Александр Владимирович хӑйӗн производствине анлӑлатать. Вӑл аталаннӑ май сиксе тухакан йывӑрлӑхсем те пур. Ял совет администрацийӗпе район администрацийӗ енчен пулӑшу СВО ветеранӗ валли яланах пуласса шанатпӑр. Унӑн продукцине ял ҫыннисем питӗ ыйтаҫҫӗ-ҫке. Пысӑк цеха хута ярсан тутлӑ, паха, экологи тӗлӗшӗнчен таса продукцие районти ҫывӑх ялсенче пурӑнакансем те туянма пултарӗҫ.
— Манӑн пурнӑҫри тӗп тӗллев — мӑшӑрӑмпа хамăр ачасене ӳстересси, воспитани парасси. Хамăн производствăна аталантарма, темиҫе ҫултан Михайловка ялӗ территорийӗнче пысӑк цех тӑтӑр, ҫынсем ӗҫлеччӗр, темиҫе тонна лайӑх продукци туса кӑларччӑр,— калаҫӑва вӗҫлерӗ Александр.
Темӑна малалла тӑснӑ май «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗ Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствипе тата Россельхозбанкпа пӗрле СВО ветеранӗсемпе вӗсен ҫемйисен членӗсене ҫӗнӗ професси илме тата агропромышленность комплексӗнче хӑйсен ӗҫне уҫма пулӑшаҫҫӗ. Кун пек май Пӗтӗм Раҫҫейри «Фермер шкулӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Нумаях пулмасть вӗренӗвӗн 13-мӗш хумӗ вӗҫленнӗ. Унта 1189 итлекен хутшӑннӑ, вӗсен хушшинче — ҫӗршыври 38 регионтан 330 СВО ветеранӗ тата вӗсен ҫемйисен пайташӗ. Занятисем 35 вӗренӳ заведенийӗн никӗсӗ ҫинче иртнӗ. Ҫӗнӗ юхӑм кӗркунне пуҫланать. Проект ял хуҫалӑхӗнче бизнес уҫма тата аталантарма практика пӗлӗвӗпе хӑнӑхусем парать. АПКра кирлӗ 30 енӗпе вӗрентеҫҫӗ. Программӑна вӗҫленӗ хыҫҫӑн выпускниксем фермер хуҫалӑхне уҫса РФ Ял хуҫалӑх министерствин грант пулӑшӑвне илме пултараҫҫӗ.
«Защитники Отечества» фондӑн Пушкӑртстан Республикинчи филиалӗн ертӳҫи Гульнур Галинуровна Кульсарина СВО ветеранӗсемпе тата вӗсен ҫемйисен членӗсемпе эксперт тӗлпулӑвӗнче «Начни свое дело в АПК» сӑмахӗнче ветерансене вӗренӳ витӗр тухса хӑйсен ӗҫне уҫма май паракан проектсем пирки каласа кӑтартнă.
— «Защитники Отечества» фондӑн тӗллевӗ — ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхма пулӑшасси, ҫав шутра ӗҫе вырнаҫма тата предприниматель пуҫарӑвне аталантарма пулӑшасси. Тухӑҫлӑ инструментсенчен пӗри — пуҫламӑш капитал паракан социаллӑ контракт. СВО вӑхӑтӗнче пиҫӗхнӗ дисциплинӑпа яваплӑх бизнеса ӑнӑҫлӑ тытса пыма шанчӑклӑ никӗс пуласса шанатпӑр, — палӑртнă Гульнур Кульсарина.
Кам ҫак проектпа кӑсӑкланнӑ, пур ыйтупа та Пишпÿлек районӗнчи «Защитники Отечества» фондӑн социаллӑ координаторӗсем патне кайма пултараҫҫӗ.
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.