Çутă çул
+29 °С
Облачно
Ял, санăн çыннусем
8 Сентября , 09:30

Пирӗн ҫула хӑрушсӑртарах тӑвать

Альшейри ДРСУн Пишпÿлекри участокӗн экскаваторщикӗ Евгений Павлов хăватлă HYUNDAI ҫинче автотрассӑсен ҫул хӗррисене алтӑрпа йӗркене кӗртет.

Пирӗн ҫула хӑрушсӑртарах тӑватьПирӗн ҫула хӑрушсӑртарах тӑвать
Пирӗн ҫула хӑрушсӑртарах тӑвать

Альшейри ДРСУн Пишпÿлекри участокӗн экскаваторщикӗ Евгений Павлов хăватлă HYUNDAI ҫинче автотрассӑсен ҫул хӗррисене алтӑрпа йӗркене кӗртет.

Субботниксенче ӗҫ коллективӗсен ӗҫченӗсен ҫавасемпе ҫул хĕррисене çуласси иртсе кайнă. Ял ҫыннисем халӗ триммерсем туянаççĕ. Анчах ҫул-йӗр ӗҫченӗсен те автомобиль ҫулӗсен хӗррисене пӑхса ҫаврӑнма тата вӗсене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме йывӑҫ ӳсен-тӑранран тасатмалли кустӑрмаллӑ тракторсем ҫумне тухӑҫлӑ та прицеплӑ косаркӑсем пур. Анчах акӑ триммерсемпе, косаркӑсемпе те ҫул хӗрринчи тӗмсемпе йывӑҫсене пуҫтарса илме май килмест. Ҫул хӗррисене тӗмсемпе йывӑҫсенчен тасатма ҫул ҫинче ӗҫлекенсем нумай ҫул ӗнтӗ Японире кăларнă хӑватлӑ экскаваторпа усӑ кураҫҫӗ.

— Эпӗ виҫҫӗмӗш сыпӑкри механизатор. Ҫемьепе Пăслăкра пурӑнатӑп, — тет Пишпӳлек — Йăлпăлак — Аит автоҫул хӗррисене тасатакан Евгений Павлов. — Эпир çемьере тӑватӑ ача пулнӑ. Атте, Виталий Иванович, М.Горький ячӗллӗ колхоз механизаторӗ пулнӑ. Анне, Людмила Павловна, почтӑра ӗҫленӗ. Вӑл халӗ 81 ҫулта. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Пелепейри СПТУ-40-ра анлӑ профильлӗ тракторист-машиниста вӗренсе тухрăм. Кайран 1988—1989 ҫулсенче Таджикистанра гварди сержант званипе ҫарта икӗ ҫул хӗсметре тӑтăм. Тӑван яла таврӑнсан тӳрех механизаторсен пысӑк коллективне хутшӑнса колхозра трактористра ӗҫлеме тытӑнтăм.

Пирӗн калаҫу пуҫланиччен кӑшт маларах автоҫул тӑрӑх Дема зони еннелле иртнӗ чухне Евгений Павлов ӗҫне курма тӳр килчӗ, вӑл экскаватор пулӑшнипе тӗмсемпе канада вӗренĕн чӑтлӑхӗсене тымарӗсемпе меллӗн тӑпӑлтарса кӑларать. Ун чухне тунӑ ӗҫ калӑпӑшӗ питӗ тӗлӗнтерчӗ, ҫапла майпа пирӗн тӗлпулӑва малтанах палӑртса хучӗ.

— Пишпӳлекри ДРСУна 2019 ҫулта ӗҫлеме вырнаҫрăм, — тет Евгений Павлов. — Тӑван колхозра тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсемпе ӗҫлеме тиврӗ. Юратнӑ трактор Т-40 «Алтай» пулнӑ. Вырма ӗҫӗсем вӑхӑтӗнче стогометпа тивӗҫтернӗ МТЗ-80 кустӑрмаллӑ тракторпа вӑй хураттăм. Анчах колхоз саланнӑ хыҫҫӑн Ҫурҫӗрелле кайрăм, унта 12 ҫул вӑй хутăм. Унта мана Япони экскаваторне шанса пачӗҫ. Ҫапла вара шӑпах ҫак техникӑпа 19 ҫул ӗҫленӗ хушӑра экскаватор та юратнӑ техника пулса тӑчӗ. Кирек мӗнле техникӑна та чӗрӗ организм тесе шутлатӑп — ӑна тытса пыракан ҫын хӑй ҫине мӗнле пӑхнине туякан, ӑнланакан механизм. Юратнӑ мӑшӑрпа Клара Валерьевнапа 35 ҫул пурӑнатпӑр. Çулталӑк туслашнă хыççăн, эпир 1992 ҫулта мӑшӑрлантăмăр. Пирӗн икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫитӗнчӗ: Татьяна, Родион, Виталина тата Валерьян. 2008 ҫулта эпир пӗтӗм тӑвансемпе Пăслăкра пысӑк хуҫалӑхлӑ ҫутӑ та хӑтлӑ ҫурт туса лартрӑмӑр. Пирĕн Кларӑпа Леон мӑнук ҫитӗнет.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Пирӗн ҫула хӑрушсӑртарах тӑвать
Пирӗн ҫула хӑрушсӑртарах тӑвать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас