

Пишпӳлек ялӗнчи ӗҫ ветеранӗн Владимир Сергеевич Исаевăн хул пуҫҫи хыҫӗнче — профессиллӗ пуян биографи тата таврари ҫынсемпе савӑнса пайлакан юратусен анлӑ йышӗ.
Пирӗн аслӑ ӑру — уйрӑм пиҫӗхнӗ ҫынсем. Мӗн ачаран вӗсем йывӑр ӗҫе хӑнӑхнӑ: колхозсенче ӗҫленӗ, пысӑк кил-ҫурт хуҫалӑхӗ тытса пынӑ. Каярах ҫар, професси йӗркеленӗвӗ тата карьера ӳсӗмӗ пулнӑ. Ҫакӑн пек ҫӑмӑл мар ҫул пулсан та вӗсем паян та тӗлӗнмелле оптимизмпа пурнӑҫа юратнине упраҫҫӗ. Вӗсем общество ӗҫӗсене хутшӑнса, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене кил-тӗрӗшре пулӑшса усӑллӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмах Пишпӳлек ялӗнче пурӑнакан, ĕҫ ветеранӗ, Пушкăрт Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Сергеевич Исаев ҫинчен пырать, вӑл хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет.
— Эпӗ Ситекпуç ялӗнче колхоз производствинче ӗҫлекенсен ҫемйинче ҫуралнӑ, — каласа парать Владимир Сергеевич. — Манӑн юратнӑ анне, Ольга Андреевна, ӗмӗр тӑршшӗпе фермӑра дояркӑра ӗҫленӗ, пӑру пӑхакан та пулнӑ. Атте, Сергей Егорович, МТФ заведующийӗнче тата веттехникра ӗҫленӗ. Пишпӳлек ялӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1969 ҫулта эпӗ ҫара кайрӑм. Удмурт АССРĕнчи Глазов хулинче полкри сержант шкулӗнче хӗсметре тӑтăм. Ҫартан старшина званийӗпе 1 тата 2 степеньлӗ «За отличную службу» кӑкӑр паллисемпе таврӑнтăм. Малалла вӗренме шутларӑм. Пелепей ял-хуçалăх техникумне вӗренме кӗтĕм. Ӑна лайӑх вӗреннӗшӗн тата тӗслӗхлӗ тытнӑшӑн Мухтав грамотипе пӗтертĕм, техник-механик дипломне илтĕм.
Ҫамрӑк специалист Владимир Исаев тӑван Тельман ячĕллĕ колхоза ӗҫе вырнаҫать. Кунта унӑн сӑпачӗ, вӑтам звенон ӑслӑ ертӳҫи пулса, ҫул хыҫҫӑн ҫул йӗркеленет, тӗрлӗ должноҫсенче карьера ӳсӗмӗ малалла каять: бригадир, механик тата тӗп инженер. Юлашкинчен вӑл районта малта пыракан колхозсенчен пӗрин председателӗнче чылай вӑхӑт ӗҫленӗ.
-—Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсем ҫитрӗҫ. Вӑтӑр пилӗк ҫул каялла 1991 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче Тельман ячӗллӗ колхозран ҫӗнӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ уйрӑлса тухрĕ — Киров ячĕллĕ. Ку манӑн ял ҫыннисен— ситекпуçсен пуҫарӑвӗ пулчӗ. Вӗсем пӗрлехи пухура мана кооператив председательне суйларӗҫ, — сӑмахне малалла тӑсать Владимир Сергеевич. — Ҫӗнӗ ӗҫ тӳррӗн каласан нульрен— ҫӗнӗ хуҫалӑх валли никӗс хывнинчен пуҫланнӑ. Йывӑрлӑхсем пире хӑратмарӗҫ. Эпир харӑссӑн тытӑнтӑмӑр та тума тытӑнтӑмӑр. Пирӗн кооперативра пилӗк строительство бригади пурччӗ. Вӗсем питӗ нумай ӗҫ тунӑ: ҫуртсем, ҫӗнӗ клуб, МТФ пӳлӗмӗсем, гаражсем, тырӑ упрамалли складсем, МТМ т.ыт. те. Ялта производство цехӗсем пулса тӑнӑ: ҫӑм туракан, лимонад, макарон, столяр цехӗсем тата пилорама. Районти тата Приютовӑри шкулсем валли йывӑҫ чӳрече блокӗсем тунӑ. Тӗрлӗ ялсенче пурӑнакансенчен тупӑксем тума заказсем илнӗ. Унпа пӗрлех ҫурт-йӗр объекчӗсене тата производство пӳлӗмӗсене телефон ҫыхӑнӑвӗн, электрификацилес тата газ кӗртес ыйтусемпе те ӗҫленӗ. Ял ҫыннисем ку таранччен ҫуртсенче ӗҫмелли шывӑн йӗркеллӗ пусӑмӗ ҫуккишӗн час-часах ӳпкелешнӗ. Пӗрлехи пухура хӑйсен вӑйӗпе икĕ километр та 600 метр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ ирттерме шут тытнӑ. Турӑмӑр вара! Пирӗн колхоз кашни ҫул районта ытти хуҫалӑхсем хушшинче экономика кӑтартӑвӗсемпе пӗрремӗш-иккӗмӗш вырӑнсене йышӑнма пуҫларӗ. Эстафетӑпа ҫак ырӑ йӑла халӗ те упранать. Кировецсем яланах ударлӑ ӗҫлеме пӗлнӗ! Ӗҫ опычӗпе паллашас енӗпе ял хуҫалӑх кооперативӗн территорийӗнче хуҫалӑх ертӳҫисен тӗрлӗ ыйтупа районти семинар-канашлӑвӗсене темиҫе хут та ирттернӗ. Пирӗн пата темиҫе хутчен те ӗҫлӗ визитпа ПР пӗрремӗш Президенчӗ Муртаза Губайдуллович Рахимов та килнӗ. Шӑпах ун аллинчен эпӗ «Пушкӑртстан Республикин Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫрӗм. Манӑн управлени опычӗ СПК председателӗнче сакӑр ҫул ӗҫленине кӗрет. Киров ячӗллӗ колхоз председателӗ вырӑнӗнче тата сакӑр ҫул Тельман ячĕллĕ.
Пенсионер ҫаплах тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене, ҫавӑн пекех ял ҫыннисене кирлӗ, вӑл хастар пурнӑҫ йӗркине тытса пырать. Картишӗнче выльӑх-чӗрлӗх туллиех: ӗне, лаша тата килти кайӑк-кӗшӗк. Тӗрлӗ тиев турттарма пысӑк тиевлӗ автомобиль КАМАЗ пур. Кил-ҫуртра хӑйӗн арман-ваклакан арманӗ те пур, вӑл пысăках мар хакпа вырӑнти халӑха пулӑшу кӳрет.
— 1974 ҫулта эпӗ учительницӑра ӗҫлекен хитре хӗре
Анна Александровнана качча илтӗм. Вӑл тепӗр ҫултан мана Алексей ывăл парнелерӗ. Ывăл Уфари авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл авланнӑ, Санкт-Петербургра пурӑнать, ӗҫлет, — сӑмахне малалла тӑсать ӗҫ ветеранӗ. — 1979 ҫулта Ирина хӗр ҫуралчĕ, вӑл Социаллă фончӗн клиент службин ертӳҫинче вӑй хурать. Пурнӑҫри тӗп награда тесе хамӑн виҫӗ мӑнукӑма шутлатӑп. Аслӑ мӑнук Андрей Питерта пурӑнать, спортпа туслă — вӑл тухӑҫ кӗрешӗвӗпе кигбоксинг енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Иккӗмӗш мӑнук Артур та спортпа кӑсӑкланать — вӑл районти «Олимп» хоккей клубӗн хапхаҫи, хальхи вӑхӑтра Уфара пурӑнать, уголовлӑ шыравӑн аслӑ инспекторӗнче ӗҫлет. Кӗҫӗн мӑнук Дима хальлӗхе пиллӗкмӗш класра вӗренет, вăл та спортпа туслӑ. Эпӗ те шкул саккинченех спортпа кӑсӑкланаттӑм. Вуннăмĕш класра пилӗк километра йӗлтӗрпе чупассипе район чемпионӗ те пулнӑ. Пелепейре зона ӑмӑртӑвӗсенче вылянӑ. Йӗлтӗртен уйрӑлмастӑп халӗ те. Пелепейри СХТ-ра вӗреннӗ чухне вара ҫуркуннехи-кӗркуннехи тапхӑрта çулсерен Ситекпуçĕнчен техникума велосипедпа ҫӳренӗ. Анчах ачаранах чи юратнӑ юрату купӑспа баянпа выляни пулнӑ, халӗ те ҫаплах. Ҫак хобби мана тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Андрей Петрович мучирен — ҫапӑҫусем хыҫҫӑн фронтра та, госпитальте те илĕртмелле купӑс каланӑ, мана вӗрентнӗ. Саккӑрмӗш класра эпир аннепе Çирĕклĕри сельпо лавккине чи хаклӑ япала — купӑс туянма ҫуран кайрăмăр. Ку маншӑн чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш пулчӗ! Хальхи вӑхӑтра килте купӑс та, баян та пур. Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн илемлӗх ертӳҫи Инна Никифорова мана час-часах илемлӗ пултарулӑх смотрӗсене хутшӑнма йыхравлать. Хирӗҫлеместӗп, мӗншӗн тесен яланах пысӑк кӑмӑлпа юрӑсем вылятӑп, юрлатӑп.
Арман хапхи умӗнче машинӑсем курӑнсан пирӗн калаҫу вӗҫленсе пыратчӗ ӗнтӗ: вырӑнти ҫынсем килти выльӑх-чӗрлӗх валли хывӑхпа комбикорм илме килчӗҫ. Владимир Сергеевич хӑвӑрт кӑна ятарлӑ тум тата наушник тӑхӑнса, тырра ваклама тытӑнчӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.