

СВО ветеранӗ Рамиль Сабитов малти линире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин чи лайӑх енӗсене кӑтартнӑ: ҫирӗплӗх, профессионализм тата ытти ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑха хӑй ҫине илме пӗлни.
Набережнăй ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Рамиль Сабитов СВО зонинче фронтӑн малти лининче икӗ ҫула яхӑн ҫапӑҫнӑ. Опытлӑ боец, кӗҫӗн сержант Сабитов хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнă.
Рамиль Зулия Исмагиловнапа Магафур Муртанизович Сабитовсен нумай ачаллӑ ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ҫемьере чи кӗҫӗнни — саккӑрмӗш ача. Шел те, ашшĕ тахҫанах çут тĕнчерен уйрăлнă, амăшĕ Набережнăйĕнче пурӑнать. Ачисем, мӑнукӗсем тӑтӑшах килеҫҫӗ, хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ, ӑна пăхаҫҫӗ. Рамиль те икӗ пиччӗшне час-часах аса илет. Вӗсенчен пӗри — аслӑ пиччӗшӗ Мурадым Магафурович СВОра пуçне хунă.
Рамиль Сабитов тӑван ялӗнче 9-мĕш класс таран пӗлӳ илнӗ. Малалла Пелепей хулинчи 89-мӗш професси лицейӗнче тракторист-машиниста вӗреннӗ. Чулхула облаҫӗнче ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпӳлек ялӗнчи филиалне вӗренме кӗнӗ, электромонтера вӗреннӗ. Диплом илсен профессипе Октябрьский хулине ӗҫе вырнаҫнӑ. 2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫамрӑк каччӑ РФ Оборона министерствипе ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен зонӑра хӗсметре тӑма контракт алӑ пусма йышӑнать. Ҫакна тума вӑл хӑйне ӑс-хакӑл енчен те, ӳт-пӳ енчен те хатӗрленӗ. Херсон таврашне лекет, Луганскра вӗренӳ иртет.
— Пирĕн пурте пурччĕ. Уй-хирте лайӑх кухня йӗркеленӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ тӑтӑшах килнӗ. Пуҫламӑш ҫар хатӗрленӗвӗн вӑйлӑ курсӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш штурм ротине лекнӗ. Рота командирӗн заместителӗ пирӗн Пишпӳлекрен пулни маншӑн пысӑк кӗтменлӗх пулчӗ. Ҫапӑҫнă, тӗрев точкисене илнĕ, тӑшман оборонин шал енне пӗрмай куҫнă, хӑрушлӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пулнă. Ҫарпа уй-хирти кӑткӑс лару-тӑрура ҫул тытма тивнӗ. Ҫапӑҫури тавҫӑрулӑх, психологи тата ӳт-пӳ хатӗрленӗвӗ ҫӑлса хӑварнӑ. Кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрура та пӗр-пӗрне пулӑшма тӑрӑшрӑмӑр, — аса илет СВО ветеранӗ.
Рамиль Сабитов кӗҫӗн сержант 12 ҫынран тӑракан отделени командирӗ пулнӑ. Пӑхӑнакансен ҫапӑҫури хатӗрленӗвӗшӗн тата дисциплинишӗн яваплӑ пулнӑ. Малти линире ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, хӑюлӑхпа çирĕплĕх кирлӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчи ҫитӗнӳ — команда хӑйне парӑннин кӑтартӑвӗ.
Ятарлӑ ҫар операци зонинчен Рамиль 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче таврӑннӑ. Халӗ вӑл мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхать. Малалла вӗренес, хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗпе — туризмпа — аппаланас кӑмӑл пысӑк. Сӑпайлӑ та сахал калаҫакан каччӑ палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, вӗренме, аталанма тӑрӑшать. Рамиле ӗмӗтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнӑҫлама, ырлӑх-сывлӑх, ыранхи куна шанма, ачасене ӳстерме, пурнӑҫпа савӑнма сунар!
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Рамиль Сабитовӑн харпӑр архивӗнчен.
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.