Августӑн 20-мӗшӗнче Пишпÿлекре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан икӗ ҫынпа сывпуллашнă.
Контракт службин рядовойӗ Ильдар Дамирович Сайфуллин тата контракт службин гварди рядовойӗ Андрей Анатольевич Иванов çар присягине вӗҫне ҫитичченех шанчăклă юлнӑ. Хӑйсен сывлӑхӗпе пурнӑҫне шеллемесĕр, вӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме йышӑннă. Ку чӑн-чӑн патриотсен ӗҫӗ. Боецсем хӑйсен гражданла тата ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланă.
Герой-ентешсене юлашки ҫула ҫар чысӗпе ӑсатма ҫывӑх çыннисем, тӑванĕсем, тусĕсем, ял ҫыннисем, сÿрĕк мар чунлӑ ҫынсем, ҫар тӑванлӑхӗн представителӗсем — пограничниксем, афганецсем, Чечня Республикинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ҫынсем килнĕ.
Ильдар Сайфуллин 2003 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнче Мияки районӗнче ҫуралнӑ. 2019 ҫулта Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулӑн 9-мĕш класне пӗтернӗ. Сроклӑ служба иртмен. Менеджерта, унтан çурҫӗрте ӗҫленӗ. Ильдар паттӑр, хӑйне хӑй шеллемесӗр, хӑйӗн ҫӗршывне тата ҫар тивӗҫне парӑннӑ ҫын пулнӑ. 2024 ҫулхи июлӗн 29-мӗшӗнче, Донецк Халӑх Республикине ирӗке кӑларассишӗн пыракан ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартса, Сайфуллин рядовой пуçне хунă. Паттӑрлӑх орденӗпе вилнĕ хыççăн наградӑланӑ.
Андрей Иванов мартăн 17-мӗшӗнче 1967 ҫулта Алексеевкӑра ҫуралнӑ. 1978 ҫултан пуҫласа 1984 ҫулччен Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Вӑл çар службине Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен ретӗнче иртнӗ, ҫар специальноҫĕ — тупӑ наводчикĕ пулнă. Ҫак ҫулсенче Андрей Анатольевич пурнӑҫ ҫине лайӑх пӑхнин тӗслӗхне кӑтартнӑ, лайӑххине ҫеҫ ӗненнӗ. 2024 ҫулхи августӑн 13-мӗшӗнче, гварди рядовойӗ Иванов мотострелковӑй батальон стрелокӗ, ятарлӑ ҫар операцийĕ иртекен зонăра çар задание пурнӑҫласа, пуçне хунă.
Пирӗн ентешсем вӑрҫӑ присягине вӗҫне ҫитиех шанчăклă юлса пуçне хунă. Вӗсем пирӗн мирлӗ тӳпене, сирӗнпе пирĕн пурнӑҫсене хӳтӗленӗ. Ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтра вӗсем чӑн-чӑн патриотизмпа гражданла яваплӑх кӑтартнӑ.
Тӑван çӗршывӑн шанчӑклӑ ывӑлӗсене юлашки çула ăсатма район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайăн депутачӗ Рустем Ахунов, Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов, ҫар комиссариачӗн представителӗсем, ветерансем килнĕ.
Юлашки минутченех вӗсем хӑйсен Тӑван çӗршывӗн шанчӑклӑ ывӑлӗсем пулнӑ. Пуçне хунисен ҫемйисемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе чӗререн хурланнине пĕлтеретпĕр. Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр астăвăм, ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.