Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
16 Августӑн 2025, 12:08

Малти линири сыхлакан пирӗштисем

  Пирĕн ентеш «Вандам» позывнойлă штурмлакан ротин фельдшерӗ СВО зонинче ҫар медикӗсен ӗҫ хӑрушлӑхӗ пирки илтмесӗрех пӗлет.

Малти линири сыхлакан пирӗштисем
Малти линири сыхлакан пирӗштисем
 
Пирĕн ентеш «Вандам» позывнойлă штурмлакан ротин фельдшерӗ СВО зонинче ҫар медикӗсен ӗҫ хӑрушлӑхӗ пирки илтмесӗрех пӗлет.
Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче медицина ӗҫченӗсен пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк, мӗншӗн тесен аманнӑ боецӑн пурнӑҫӗ суранланнӑ малтанхи сехетсенче пуçламăш медицина пулӑшӑвӗ хӑҫан тата мӗнле пулнинчен нумай килет. «Вандам» позывнойлă штурмлакан ротин фельдшерӗ СВО зонинче ҫар медикӗсен ӗҫ хӑрушлӑхӗ ҫинчен илтмесĕрех пӗлет. Вӑл телефонпа калаҫнӑ чухне пӗрле ӗҫлекенсен пурнӑҫне ҫӑлакан пархатарлӑ ӗҫӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа пачӗ.
Каччӑ Дюсян ялӗнчен. 2004 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Уфари политикӑпа экономика тата юриспруденци колледжне вӗренме кӗнӗ. Анчах ҫулталӑк вӗренсен хӑйӗн тӗллевне урӑххинче туйса илнӗ те Пелепейри медицина колледжне вӗренме кӗнӗ. Вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫлесен ҫамрӑк специалиста фельдшер дипломӗпе сроклӑ ҫар хӗсметне илнӗ. Служба Мускав çывӑхӗнчи Чехов хулинче иртнӗ. 2010 ҫулта, Раҫҫей Ҫарӗнчен демобилизациленнĕ хыҫҫӑн, каччӑ Уфара васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗнче ӗҫлеме тытӑнать.
Студент ҫулӗсем пуриншӗн те асра юлаҫҫӗ, пӗрле вӗренекенсем те тӑван пек пулса тӑраҫҫӗ, вӗсемпе хутшӑнасси тепӗр чухне ӗмӗр тӑршшӗпех тӑсӑлать. Пӗрле вӗреннӗ юлташӗсем те — медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнисем — пӗр-пӗринпе калаҫнӑ. Пирӗн калав геройӗн пӗр ушкӑнра вĕреннĕ ҫын Мурманск облаҫӗнче фельдшерта ӗҫленӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан контракт туса фронта тухса кайнӑ. «Кинзя» позывнойлă ҫар фельдшерӗ хӑйӗн тусӗсемпе медицина ӗҫченӗсем ҫитменни ҫинчен каласа панă. Пирӗн ентеш, нумай шухӑшласа тӑмасӑр, хӑйшӗн вӑл унта ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме тата аманнӑ боецсене ҫӑмӑл мар условисенче пулӑшма кирли ҫинчен шутланă.
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствипе контракт тунӑ, пӗрле вӗреннӗ юлташӗпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине кайнӑ. «Вандам», «Кинзя» тата «Каспер» 
позывнойлă боецсем паян Херсон таврашĕнче аманнӑ боецсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ.
Фронтӑн малти лининчи медиксем тахҫанах боецсем хушшинче «сыхлавҫӑ-ангелсем» текен ят илнӗ. Вӗсем аманнисене вилӗм аллинчен туртса кӑлараҫҫӗ, пульӑсем шӑхӑрнӑ, снарядсем ҫурӑлнӑ ҫӗрте пӗрремӗш пулӑшу параҫҫӗ. Вӑхӑтра тата квалификациллӗ пулӑшу пани аманнӑ боецсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварать. Вӑрҫӑ-харҫӑ, ресурссем хӗсӗкрех тата пысӑк тиевлӗ условисенче ӗҫлемелле. Ҫаксене чӑтса ирттерме медицина персоналӗн ытти членӗсемпе тата ҫар подразделенийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлени пулӑшать.
Сӑпайлӑ «Вандам» сахал сӑмахлӑ, хӑйӗн служби пирки калаҫма юратмасть:
— Эпӗ тӗлӗнмелле ӗҫ тумастӑп, хамӑн ӗҫе ҫеҫ тӑватӑп. Гражданкӑра васкавлӑ медпулӑшура фельдшер пулса ӗҫлерӗм, анчах фронтра кирлӗ пулма пултаратӑп тесе шутларӑм. Кунта тылри пекех ӗҫлетӗп — ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлатӑп. Эпир «передокра» ӗҫлетпӗр, пур боецсемпе пӗрле окопра тӑратӑп. Фельдшер боец суранланнине курсан ун патне упаленсе пырса пӗрремӗш пулӑшу парать, ыратнине чакарас тесе тăрăшать, юн ҫухатасран сыхланма жгут хурать. Ытларах чухне — мина, взрыв суранӗсем. Унтан аманнӑ ҫынна хӑрушсӑр вырӑна туртса кӑлармалла, унтан вара ӑна госпитале ӑсатаҫҫӗ.
Унӑн сӑмахӗсенчен эпӗ вӑл пӗр штурм операцийӗнче аманнӑ юлташӗсене туртса кӑларнине, ҫав вӑхӑтра вӗсем тӑрӑх йывӑр артиллери ӗҫленине, унпа юнашар пилӗк снаряд вӗҫсе килнине, тӳпере пуҫ тӑрринче дронсем явӑннине пӗлтӗм.
— Малтанах хӑрушӑ пулчӗ, — тет вӑл. — Васкавлӑ медпулӑшура ӗҫленӗ чухне тем те курнӑ пек туйӑнатчӗ мана. Анчах малти линие лексен пӗрремӗш ҫапӑҫура кӑмӑл хуҫӑлчӗ. Пурне те хӑнӑхатӑн, лару-тӑрӑва хӑнӑхатӑн. Хӑвна алла илмелле ҫеҫ. Чи малтан пирӗн боецсем тӗрӗс ӗҫшӗн ҫапӑҫни вӑй парать. Боец ура ҫине тӑрса тав сӑмахӗсем каланӑ чухне вара, паллах, хӑвна кирлӗ пек туятӑн, тунӑ ӗҫрен ҫырлахатӑн.
Гази МУХАМЕТОВ.
 
Малти линири сыхлакан пирӗштисем
Малти линири сыхлакан пирӗштисем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас