Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
10 Ноябрӗн 2025, 11:20

Ăхпуç çынни СВОра паттӑрлӑхпа хăюлăх кӑтартнă

Кун пирки Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа кӑтартнӑ.

Ăхпуç çынни СВОра паттӑрлӑхпа хăюлăх кӑтартнă
Ăхпуç çынни СВОра паттӑрлӑхпа хăюлăх кӑтартнă
Михайловка ял Советӗнче пурӑнаканскер СВОна хутшӑнса паттӑрлӑхпа хаюлăх кӑтартнă. Кун пирки Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа кӑтартнӑ:
- СВО темине малалла тӑснӑ май пирӗн ентеш - ҫапӑҫусене хутшӑнакан паттӑр çинчен, Ăхпуç ялӗнче пурӑнакан Валера В. ҫинчен каласа парас тетӗп.
Унӑн 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче СВОра тӑван шӑллӗ Александр пуçне хунă, ӑна кӑрлач уйӑхӗнче хӑйӗн Тӑван çӗршывӗнче Ăхпуçĕнче пытарнӑ. Пытарнӑ чухне Валерий ман пата пырса: «эпӗ пурпӗрех шăллăмшăн тавӑратӑп», – тенине астӑватӑп. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл контракт çине алӑ пусса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме малти линие тухса кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнче вара чӑн-чӑн арҫын Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен тивӗҫлӗ паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Боевой задачӑна пурнӑҫланӑ май гранатометран огневой точкӑна тӗп тунӑ, пилотсӑр аппарата аркатнă, хӑйӗн юлташне вут-ҫулӑм айӗнчен ҫӑлнӑ.
Хамӑрӑн паттӑр ентешпе тата халӗ малти линире тӑракан пур салтаксемпе мӑнаҫланатпӑр. Хӑвӑртрах ҫӗнтерӳпе таврӑнăр, пирӗн хÿтĕлевçĕсем!
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 
 
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:
 
1. Пурӑнмалли вырӑнти ҫар комиссариатне: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 45-мĕш çурт, тел. 8(34743) 2-13-57, 89273270204.
2. Хĕрÿ лини телефонĕпе – 122.
3. Госуслуги (пур пулсан) сайт ҫинче заявлени пама пулать.
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.
 
 
Ăхпуç çынни СВОра паттӑрлӑхпа хăюлăх кӑтартнă
Ăхпуç çынни СВОра паттӑрлӑхпа хăюлăх кӑтартнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас