СВО зонинчен курма килнӗ пирӗн ентеш хӑйӗн савнине качча илнӗ.
Пăслăк ял Советĕнчи пĕчĕк Пурлăка ялĕнче 14 пурӑнмалли ҫуртра паян вӑтӑр ытла ҫын пурӑнать. Тӑватӑ Пурлăка çыни ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем. Эпир вӗсенчен пӗринпе, «Чуваш» позывнойлă инженерипе сапер ҫарӗсен рядовойӗпе тӗл пулса калаҫрӑмӑр.
— Эпӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, эпир Пăслăк ялӗнчи вӑтам шкулӑн вуннӑмӗш класӗнче вӗренекен йӑмӑк тата виҫӗ пӗртӑван малай, — каласа парать боец. — Пăслăкри вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Пелепей хулинчи 40-мӗш професси лицейӗнче газпа электросварщика вӗрентĕм. Ӗҫе вырнаҫрӑм. 2010 ҫулта мана ҫара срочнӑй службӑна чӗнчӗҫ. Ҫар чаҫӗнче пӗр ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫуллӑха РФ Оборона министерствипе контракт турăм. Ҫапла вара пӗтӗмпе виҫӗ ҫул хӗсметре тӑтӑм. Çӗршывра пӗлтернӗ уйрăм мобилизаципе каллех хӑнӑхнӑ тата лайӑх пӗлекен ҫар лару-тӑрӑвне лекрĕм, анчах инженерипе сапер ҫарӗсен СВО ҫапӑҫусен зонинче. Ман тӗслӗхпе часах шӑллӑм та кайрĕ. Вӑл паян, ман пекех, СВОра. Кĕçĕн шӑллăм ҫарта колледжран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑклӑх призывпа срочнӑй службӑра тӑрать.
«Чувашпа» пӗр подразделенире сапер пулса ӗҫлет унӑн иккӗмӗш сыпӑкри тăванĕ, унпа пĕр ял ҫынни. Вӗсем иккӗшӗ те Запорожьене украина националисчӗсенчен хӑтараҫҫӗ.
— Блиндажсенче пурӑнатпӑр. Апата хамӑр хатӗрлетпӗр. Службӑна ӳпкелешме ҫылӑх — эпир пурте пӗр пысӑк ҫемье. Пӗр-пӗриншĕн кирек кам та хӑйӗн пурнӑҫне пама хатӗр. Халӑхра сапер икӗ хут йӑнӑшать текен каларӑш пур: пӗрремӗш хут хӑйӗн профессине суйланӑ чухне, иккӗмӗш тӗслӗх пирки вара (сулахай хулпуҫҫи урлӑ виҫӗ хутчен сурса) манӑн пачах калаҫас килмест, — малалла тӑсать пӗр кӑлтӑксӑр службӑшӑн ҫапӑҫури наградӑсем пур ҫапӑҫу ветеранӗ. — Командованин ятарлӑ приказӗпе территорисене минӑлатпӑр, хамӑр ҫарсем ирӗке кӑларнӑ территорисене минӑсенчен тасататпӑр. Пирӗннисем тӑшман БПЛине персе антарнӑ хыҫҫӑн минӑсене, фугассене, снарядсемпе гранатӑсене час-часах тасатма тивет. Эпир точкăна тухатпӑр, квадрокоптерсемпе пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен мӗнпур юлашкийӗсене тата сирпӗнмен боеприпассене утилизацилеме яратпӑр.
Ҫапӑҫусен ветеранӗ «Чуваш» боец, çар наградисемпе — Георгий Жуков медалӗпе тата иккӗмӗш степеньлӗ «Ҫар паттӑрлӑхӗ» медальпе, ҫавӑн пекех «СВО ҫапӑҫусене хутшӑнакан» медальпе чысланӑскер, — хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи вӑрттӑн самант çинчен каларĕ. Вӑл иртнӗ эрнере районти ЗАГС пайӗнче юратнӑ хӗрпе регистрациленнĕ. Вӗсем часах ҫемье хушăнасса кӗтеҫҫӗ. Пурнӑҫ малалла пырать, ҫакӑ савӑнтарать!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
Ҫар службине контрактпа каймалли ыйтусемпе çакăнта каймалла:
Контракт службине каяс текенсемшӗн сывлӑх тата ҫулӗсем енӗпе требованисем юлаҫҫӗ. Ҫапла вара контракт тума кандидат 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитиччен пулмалла. Сывлӑх шайĕ çинчен тата кирлӗ документсене йӗркелени ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн кандидат ҫар службине суйлав пунктне каять.