

#владимирпутин
Президентпа тӗл пулсан Москалькова омбудсмен Украина территорийӗнчен тавӑрма пултарнӑ Курск облаҫӗнче пурӑнакансем пирки каласа кӑтартнӑ.
Москалькова ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче омбудсмен вырӑнӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра аппарат адресӗпе 700 пин ҫыру килнине каласа кӑтартнӑ. Ведомство ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхӗ пӗтӗм срокра 22 хута яхӑн ӳснине те палӑртнă вӑл.
Ҫав кунах тӗлпулӑвӑн справка материалӗсенчен Раҫҫей омбудсменӗн аппарачӗ ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче 9 пин ытла`ҫар ҫыннин шӑпине палӑртма пулӑшни паллӑ пулнă. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ 4,5 пине яхӑн ҫын тата вӗсен ҫемйисем социаллӑ пулӑшу илнине палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/