Çутă çул
+15 °С
Облачно

19 ҫулти «Вишня» Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн наградине СВОра хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн илнӗ

Пушкӑрт кооператив техникумӗн 19 ҫулти студентки «Вишня» позывнойлă Дарья Грицаенко Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн «Пушкӑртстан доброволецӗ» хисеп паллине тивӗҫнӗ.

19 ҫулти «Вишня» Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн наградине СВОра хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн илнӗ19 ҫулти «Вишня» Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн наградине СВОра хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн илнӗ
19 ҫулти «Вишня» Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн наградине СВОра хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн илнӗ

Пушкӑрт кооператив техникумӗн 19 ҫулти студентки «Вишня» позывнойлă Дарья Грицаенко Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн «Пушкӑртстан доброволецӗ» хисеп паллине тивӗҫнӗ. Награда ăна Радий Хабиров «Ҫамрӑксен кунӗ-2026» фестиваль вӑхӑтӗнче панӑ.

Дарья Уфа районӗнчи Красный Яр ялӗнчен. Техникума «Банк ĕҫӗ» специальноҫа вӗренме кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл гуманитари конвойӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатнӑ. Ҫар ҫыннисенчен пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама пултаракан специалистсем ҫитменни пирки пӗлсен хӗр контракт алӑ пусма шутланӑ, тактика медицинипе тата вут-ҫулӑм хатӗрлевӗпе вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн «БАРС-6» доброволецсен отрячĕн йышӗнче стрелок-санитар пулса тӑнӑ.

Ҫур ҫул ытла Даша малти линире тӗллевсене пурнӑҫланӑ, аманнисене эвакуацилеме хутшӑннӑ, пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Хӗсметре тӑнӑ чухне хӗр контузи илнӗ, анчах сипленнӗ хыҫҫӑн каллех тивӗҫсене пурнӑҫлама таврӑннӑ.

Контракт вӗҫленсен пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Дарья Пушкӑртстана таврӑннӑ. Халӗ вӑл гуманитари конвойӗсене йӗркелес ӗҫе хутшӑнса ҫар ҫыннисене пулӑшма пӑрахмасть, ҫавӑн пекех пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле Уфара медицина никӗсӗсем енӗпе занятисем ирттерет.

Сӑнӳкерчӗкĕ: «Пушкӑрт батальонӗ» ТГ-канал.

https://mgazeta.com/news/SVO/2026-06-30/19-letnyaya-vishnya-poluchila-nagradu-glavy-bashkirii-posle-sluzhby-na-svo-4736411

 

 

19 ҫулти «Вишня» Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн наградине СВОра хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн илнӗ
19 ҫулти «Вишня» Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн наградине СВОра хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас