Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ

Пушкӑрт СВОна хутшăнаканĕсене Константиновкӑна ӑнӑҫлӑ штурмланӑшӑн тав тунă

Аслӑ главнокомандующи, Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин подразделенисемпе ҫар ҫыннисене Константиновкӑна (ДНР) ӑнӑҫлӑ илнӗшӗн тав тунӑ.

Пушкӑрт СВОна хутшăнаканĕсене Константиновкӑна ӑнӑҫлӑ штурмланӑшӑн тав тунăПушкӑрт СВОна хутшăнаканĕсене Константиновкӑна ӑнӑҫлӑ штурмланӑшӑн тав тунă
Пушкӑрт СВОна хутшăнаканĕсене Константиновкӑна ӑнӑҫлӑ штурмланӑшӑн тав тунă

Аслӑ главнокомандующи, Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин подразделенисемпе ҫар ҫыннисене Константиновкӑна (ДНР) ӑнӑҫлӑ илнӗшӗн тав тунӑ. Вӗсен йышӗнче хулана Минигали Шаймуратов ячӗллӗ пӗрремӗш Пушкӑрт батальонӗн боецӗсем ирӗке кӑларнӑ, вӗсем 72-мӗш мотострелковăй бригади йышӗнче çар задачисем пурнӑҫлаҫҫӗ. Кун пирки республика правительствин ЦУРти оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР экономика аталанӑвӗпе инвестици политикин министрӗ пӗрремӗш вице-премьер —Рустам Муратов пӗлтернӗ.

«72-мӗш мотострелковăй бригади йышĕнчи Минигали Шаймуратов ячӗллӗ Пушкӑрт батальонӗ Константиновкӑна штурмланӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Пирӗн Аслӑ главнокомандующи, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Владимир Владимирович Путин ҫар ҫыннисене ҫак хулана ӑнӑҫлӑ илнӗшӗн тав тунă, Славян-Краматор чиккинче ВСУ йӗркеленӗвӗсене тӗппипе пӗтерес ҫул ҫинче унӑн пӗлтерӗшне палӑртнă. Пирӗн боецсене паттӑрлӑхшӑн, çирĕп кӑмӑлшӑн, тивӗҫлӗ службӑшӑн тав тӑватӑп», — тенӗ Рустам Муратов.

Константиновка чукун ҫул вокзалӗ таврашӗнче ӳкернӗ объективлӑ тӗрӗслев видеокадрӗсенчен пӗринче штурм подразделенийӗн боецӗсенчен пӗри Шаймуратов ячӗллӗ Пушкӑрт доброволецсен батальонӗн ялавне сарса янӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ Оборона министерстви | МАКС.

 

https://www.bashinform.ru/news/svo/2026-07-06/uchastnikov-svo-iz-bashkirii-poblagodarili-za-uspeshnyy-shturm-konstantinovki-4658491

 

 

Пушкӑрт СВОна хутшăнаканĕсене Константиновкӑна ӑнӑҫлӑ штурмланӑшӑн тав тунă
Пушкӑрт СВОна хутшăнаканĕсене Константиновкӑна ӑнӑҫлӑ штурмланӑшӑн тав тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас