

Фаиль Гизатуллин йывӑр лару-тӑрура ҫар тусӗсен туслӑ, сисӗмлӗ хутшӑнӑвӗ яланах ҫӑлса хӑварнине пӗлтерет.
Ятарлӑ ҫар операцине (СВО) хутшӑнакансем паттӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ, пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан чи йывӑр ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫавӑнпа Раҫҫейре вӗсене пурне те паттӑрсем теҫҫӗ. Шел те, салтаксем хӗсметре аманма, сусӑрланма пултараҫҫӗ. Ку вара ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисем тӗл пулакан йывӑр та чуна ыраттаракан чӑнлӑх.
Фаиль Фанузович Гизатуллин 1984 çулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мияки районӗнчи Сафарово ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑххӑрмӗш класа ҫитиччен тӑван ялӗнче вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Мелеуз хулине тухса кайнӑ. 39-мӗш професси училищинче пӗлӳ илнӗ, пӗтӗмӗшле строительство ӗҫӗсен ӑсти пулса тӑнӑ. Экзаменсене срокчен парса диплом илсен 2004 ҫулта ҫара кайнӑ. Ултӑ уйӑхран РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче ҫар службине иртме контракт алӑ пуснӑ, виҫӗ ҫул Краснодар крайӗнче хӗсметре тӑнӑ. Ун чухне Чечен вӑрҫи пынӑ. Фаиль Гизатуллин Ҫурҫӗр Кавказри хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӗве хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршыва таврӑнсан Уфари завода сварщика вырнаҫнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Абхазири хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӗве хутшӑнма каллех контракт алӑ пуснӑ. Вӗренӳ иртнӗ, анчах мирлӗ договор тунипе хутшӑнма тивмен. Контракта пӑрахӑҫласа тӑван тӑрӑха ҫитнĕ. Нумай пурӑнмалла пулмарӗ пирӗн боецӑн мирлӗ пурнӑҫпа.
— Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан мобилизаци повесткине пропискӑпа яла янă. Манпа ҫыхӑну ҫуккипе эпӗ ӑна илеймерӗм. Тепӗр виҫӗ уйӑхран, повестка ҫинчен пӗлсен, военкомата ҫитрӗм, анчах набор вӗҫленнӗ терӗҫ. Пишпӳлек районӗнчи Боголюбовка ялӗнче ял хуҫалӑх ӗҫне вырнаҫрăм. Анчах чунра лӑпкӑ мар. Манӑн юлташсем ҫапӑҫакан ҫӗрте пуласшӑнччӗ. Ҫак шухӑш мана канӑҫ памарӗ. Ман мӑн асаттесем те ҫапӑҫнӑ-ҫке. Губайдулла мучи Минигали Шаймуратов генералӑн 112-мӗш кавалери дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ. Аманса таврӑннă, пӗр урасӑр. Патриотизмӑн ҫак туйӑмӗсем мана военкомата СВО зонине черетлӗ контракт алӑ пусма илсе çитерчӗҫ. Атте-анне хирӗҫ пулмарĕ. Унта нумай вӗренме лекмерĕ, мӗншӗн тесен эпĕ опытлӑ ҫар ҫынни. Тӳрех тенӗ пек малти линие минометчика ячӗҫ. Ӑҫта кӑна ҫитсе курма, ҫапӑҫма тивмерӗ. Яланах йывӑр лару-тӑрура ҫарти туссен туслӑ, сисӗмлӗ хутшӑнӑвӗ ҫӑлчĕ. 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен салтак пурнӑҫӗн мӗнпур йывӑрлӑхне куртăм, — каласа парать СВО ветеранĕ.
Çурла уйăхĕн 26-мӗшӗнче салтаксен команди ротаци ирттерме, канма тата запассене пуянлатма малти позицирен хӑйӗн чаҫне таврӑннă май тӑшман дронӗ тапӑннине лекнӗ. Салтаксем вӑрманалла ыткӑннă. Фаиль Фанузович пехотӑна хирӗҫле боевой мина ҫине пуснă. Шел те, сирпӗнсен вӑл пӗр урасӑр тӑрса юлнӑ. Аманнӑ салтака пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ панă, хиртен урапапа ҫар юлташӗсем илсе тухнă. Машина аманнӑскере госпитале илсе ҫитернӗ вӑхӑта пилӗк сехете яхӑн иртнӗ. Аманнӑ, юн нумай ҫухатнӑ пулин те, вӑл тӑнра пулнă. Хӑйшӗн мар, хӑйӗн юлташӗсемшӗн ытларах пӑшӑрханнă. Профессиллӗ медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн ӑна Луганска ӑсатаҫҫӗ, унтан вертолетпа — Ростов-на Дону хулине. Васкавлӑ операци хыҫҫӑн граждан больницине куҫараҫҫӗ. Уйӑх ҫурӑ выртнă вӑл унта. Малалла реабилитаци, протезировани витӗр тухса протезсемпе ҫӳреме ҫӗнӗрен вӗреннӗ. Кирек ӑҫта пулсан та медперсонал енчен сисӗмлӗ тимлӗхе, ырӑ кӑмӑл-туйӑма пур ҫӗрте те туйнă. Пӑхни те, сипленни те лайӑх пулнӑ, уншӑн вӑл пур тухтӑра, больницӑсенче, госпитальсенче ӗҫлекенсене тав тӑвать.
Чÿк уйăхĕн 19-мӗшӗнче ветеран хӑйӗн тӑван ҫурчӗн алӑкӗ умне ҫитсе тӑнă. Демский ялӗнче ҫурт туяннă. Хӑйӗн пурнӑҫне йӗркелеме пуҫланă. Тирпей-илем кӗртес ӗҫре ашшӗ-амӑшӗ пысӑк пулӑшу панӑ. Ҫапла вара вӑл Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан ҫын пулса тӑнӑ. Военкоматра «Защитники Отечества» фонд ӗҫленине пӗлнĕ. Унта вӗсем пур ҫӗрте те ывӑлне пулӑшса, ӑсатса тӑракан ашшӗпе килнӗ.
— Кӗтсе илчӗ пире уҫӑ кӑмӑллӑ, чун-чӗреллӗ, пулӑшуллӑ социаллӑ координатор Гузель Ахметовна Хисамутдинова. Вӑл мана хумхантаракан пур ыйтупа та кӑсӑкланчĕ. Протезпа усӑ курайманни, аманнӑ ура ҫине пусни уйрӑмах пӑшӑрхантарчӗ. Гузель Ахметовна мана Уфана госпитале илсе кайрӗ, пур ҫӗрте те ӑсатса çÿрерĕ, мана каллех урана операци турӗҫ. Ытти ыйтусемпе те вӑл яланах пулӑшать. Ӑна пысӑк тавтапуç, — тав тăвать ветеран.
Фаиль Гизатуллин хӑйӗн ҫапӑҫури юлташӗсене тӑтӑшах аса илет. Вӗсене сывлӑх, чун ҫирӗплӗхӗ, чӑтӑмлӑх тата хӑвӑртрах Ҫӗнтерӳ сунать. Ҫитӗнекен ӑрӑва вара — ҫирӗп, сывӑ, хӑюллӑ, вӑйлӑ ӳсме тата Тӑван ҫӗршыва хӗрӳллӗ юратма сунать.
Ашшӗ-амӑшӗ Фануз Губайдулловичпа Зульфия Мухарлямовна Гизатуллинсем хӑйсен паттӑр ывӑлӗпе мухтанаҫҫӗ. Шел те, ашшĕ пӗр уйӑх каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хӑтлӑ та ҫутӑ ҫуртра ветерана савнă çынни Ляйсан йӑл кулса кӗтсе илет. Вӗсем тахҫанах пӗрле пулсан та, ҫак вӑхӑтчен вӗсене вӑрҫӑ уйӑрнӑ. Ҫамрӑксем мӑшӑрланма хатӗрленеҫҫӗ. Кӗҫех кил-ҫурт ача-пӑча сассипе туласса шанаççĕ. Ветерана ҫирӗп сывлӑх, мирлӗ пурнӑҫра телей, ҫемьери шанчӑклӑ тыл тата палӑртнӑ мӗнпур плана пурнӑҫа кӗртме сунар. Сирӗн паттӑрлӑхӑршӑн чун-чӗререн тав тӑватпӑр!
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Зульфида Муллагалеева.