Хушăлкари Клара Михайловна Петрова кирек мӗнле ӗҫе те кӑмӑлтан тăвать.
Хӑйсене ҫывӑхри ялсенче пурӑнакан ҫынсем хушшинче Хушăлкари СПоК «Кош-Елгинское молоко» — тутлă та пахалăхлă ҫу продукчӗсем кăларакан Григорьевсен ҫемйин хăйĕн ĕçĕ хисепе çĕнсе илнĕ.
— Пирӗн кунта яланах тап-таса та йӗркеллĕ, — тет шалти интерьера тата ӗҫ пӳлӗмӗсене чӗнсе, цех заведующийӗ Марина Геннадьевна Григорьева. — Сивӗ камерӑсенче хатӗр продукци упранать.
Клара Михайловна Петрова ҫулталӑк каялла кунта ӗҫлеме пуҫланă. Ӗҫ стажӗ пысӑках мар пулин те, унӑн яваплӑ, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине тата ял хуҫалӑх потребкооперативĕн ӗҫченлӗхӗпе тирпейлӗхне пула ҫийӗнчех мала кайнă. Унччен вӑл вырӑнти «Переработка» ОООра, социаллӑ ӗҫчен пулса ӗҫленӗ. Вӑл хутшӑнмасӑр ялта тирпей-илем кӗртес енӗпе пĕр субботник та иртмест. Ялти ҫӗнӗ чиркӗве тунӑ чухне те вӑл чи хастар хутшӑннӑ.
— Пӗрремӗш автансемпе пӗрле Клара Михайловна ӗҫе пырать те пилӗк сехетрен тутлӑ тӑпӑрчӑ хатӗрлеме, фасовкăлама пуҫлать, — тет хӑйӗн лаборанчӗ çинчен Марина Григорьева. — Унтан продукции пасара ӑсатма хатӗр. Ку унӑн пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ. 10 сехет тӗлне эпир Хушăлкаран Пишпÿлеке муниципалитет пасарне пыратпӑр. Клара Михайловнӑна хӑйне евӗрлӗ хӗрарӑм тата амӑшӗ тесе шутлатӑп. 2012 ҫултан пуҫласа вӑл нумай ачаллӑ амӑшӗ пек тивӗҫлӗ канура. «Амӑшӗн мухтавӗ» медальпе наградӑланӑ. Районӗпе пилӗк ачаллă амӑшӗсем нумай, анчах пиллӗкӗшӗ те вӑтам шкултан ылтӑн та кӗмӗл медальсемпе вӗренсе тухаканнисем, нумай пулмасть пулӗ. Петровсен ачисем пурте пултаруллă. Клара Михайловнӑн упӑшки Анатолий Иванович тивӗҫлӗ канӑва тухиччен совхозра сварщикра ӗҫленӗ. Петров мӑшӑрсем ачасене нихӑҫан та ашкӑнтарман, пурне те, хӑйсем пекех, тарават, тирпейлӗ тата ӗҫчен пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Вӗсем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене вĕренме кӗнӗ, хӑш-пӗрисем чаплă вырăнсенче ӗҫлеҫҫӗ тата пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.