Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
24 Мартӑн 2022, 11:10

Пушкӑртстанра 4,6 миллиард тенкӗлӗх чи хӑватлӑ сӗт фермине хута янă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра 4,6 миллиард тенкӗлӗх чи хӑватлӑ сӗт фермине хута янă
Пушкӑртстанра 4,6 миллиард тенкӗлӗх чи хӑватлӑ сӗт фермине хута янă

Мартăн 22-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Республикинче чи хӑватлӑ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗ - "Урожай" ГК сӗт-ҫу фермисене хута янă. Комплекса Аургазă районӗнче "АгроКомплекс" тата Агропромышленноҫ форумӗн пӗтӗм тӗнчери 32-мӗш специализациленӗ курав шайӗнче хута янӑ. Комплекса Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хута янӑ.
Фермăсене 6 530 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх, çав шутра 2 980 пуҫ самӑртмалли выльӑх-чӗрлӗх усрамалла тунă. Ку вӑл республикӑра сӗтлĕ выльăх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе пысӑк проект. 2018 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче ӑна "Инвест сехетре" ырланӑ. Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 4,6 миллиард тенкӗпе танлашать. Строительствӑна пӗтӗмӗшле вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫулталӑкра 60 пин тонна яхӑн сӗт суса илӗҫ.
Республика правительствин вице–премьерĕ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов каланӑ тӑрӑх, çакӑн пек меслет Пушкăртстанри индустри сӗт-ҫу выльӑх-чӗрлӗхне кал-кал аталантарма май парать.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра 4,6 миллиард тенкӗлӗх чи хӑватлӑ сӗт фермине хута янă
Пушкӑртстанра 4,6 миллиард тенкӗлӗх чи хӑватлӑ сӗт фермине хута янă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: