Пушкӑртстан Республикинче тавар сӗтне туса илессинче индустри сӗт-ҫу фермисем тӑвас енӗпе пысӑк инвестпроектсем пурнӑҫлакан ял хуҫалӑх предприятийӗсем малта пыраҫҫӗ, ПР вице-премьерĕ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов паян республика правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче палӑртнă.
Ҫакӑн пек 15 сӗт-ҫу комплексӗсенче 2022 ҫулхи вунă уйӑхра 204 пин тонна сӗт туса илнӗ, ку пĕтĕм республикипе пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн виҫҫӗмӗш пайӗ (643 пин тонна).
Республикӑра паян пурӗ сӗт-ҫу фермисем тума тата сӗте тирпейлеме каякан 23 проект пурнӑҫланать. Вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ - 26 миллиард тенкӗ. Ытларахӑшӗ - хатӗр ĕнтĕ, вӗсене пурнӑҫлама планланӑ хакӑн ҫуррине ытла хывнӑ ӗнтӗ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.