Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Майӑн 2023, 10:20

Пушкӑртстанра ҫул культурисене 87 % акнă

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстанра ҫул культурисене 87 % акнă
Пушкӑртстанра ҫул культурисене 87 % акнă

Эрне вӗҫнелле Пушкӑртстанра ҫу культурисене акма палăртнă лаптӑксен 87% ытла акнӑ. Ку культурӑсене 2023 ҫулта 415 пин гектар уйӑрнӑ, пӗлтӗрхи чухлех.

ПР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, регионӑн тӑхӑр районӗнчи хуҫалӑхĕсенче ҫу культурисене акнине пĕтĕмлетнĕ, 17-шĕнче ĕçе 90% ытла вӗҫленнӗ.

Калчасен тытӑмӗнче йӑлана кӗнӗ пысӑк тӳпине хӗвелҫаврӑнӑш йышӑнать, палӑртнӑ 280 пине яхӑн гектартан 251,1 пин гектар акнă.

Çу йӗтӗнӗпе акнӑ лаптӑксем 41,5 пин гектар (план тĕлне 67,6%) пулса тӑраҫҫӗ, рапса 34 пин гектар (88%) акнӑ.

Ҫавӑн пекех горчицӑпа соя акаҫҫӗ, 30 пине яхӑн гектар акнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-05-13/v-bashkirii-sev-maslichnyh-kultur-zavershili-na-87-3256965

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.

Пушкӑртстанра ҫул культурисене 87 % акнă
Пушкӑртстанра ҫул культурисене 87 % акнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: