Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
6 Мартӑн , 13:32

Ситек ферминчи ӗҫсем савӑнтараҫҫӗ

"Урожай" ОООра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем лайӑх кӑмӑлпа ĕҫлеҫҫӗ.

Ситек ферминчи ӗҫсем савӑнтараҫҫӗ
Ситек ферминчи ӗҫсем савӑнтараҫҫӗ

"Урожай" ОООра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем лайӑх кӑмӑлпа ĕҫлеҫҫӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе малалла аталантармалли ыйтусем, ӗҫ алли ҫитменнипе, "Урожай" ООО хуҫалӑхӗнче сӗт-ҫу продукцийӗ валли сахал хаксем илнипе темиҫе хутчен те кун йӗркинче ҫивӗч тӑнӑ. Сӗт-тавар фермине тӗппипех пӗтересси ҫинчен те калаҫнă. Анчах ку пулман.
Паян выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси кунта начар мар пырать. Ситекре пурăнакансем типӗ ҫул та, курӑк начар пулсан та, выльӑх валли икӗ ҫуллăх маларах апат хатӗрлеме пултарнӑ: лайӑх пахалӑхлă утă рулонӗсене ҫителӗклӗ таран хунă, фураж хатӗрленӗ, спецдобавкӑсемпе сенаж та, силос та шӑтӑка тултарнă. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли пӳлӗмсене пурне те вӑхӑтра хатӗрлесе ӑшӑтнӑ. Кунта лайӑх юсанӑ, дезинфекци тунӑ, шуратнӑ.
Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑх ферминче мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен пӗтӗмӗшле йышӗ 443 пуҫ шутланать. Ку вара пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 36 пуҫ ытларах. Кунтах выльӑх-чӗрлӗх пăхакансем валли пилӗк лаша та пур. Сӑвăнакан ӗнесем — 180 пуҫ. Ҫавӑнпа та выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре хуҫалӑхӑн тӗп ҫул-йӗрӗ - сӗт туса илесси. 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тĕлне МТФра сӗт тухăçлăхĕ 880 центнерпа танлашать. Ку кӑтарту та пӗлтӗрхинчен 30 центнер ытларах. Ӗнесем пӑруласси те йӗркеллӗ пырать. Икӗ уйӑх хушшинче 41 пӑру йышăннă. Сывлӑхлӑ, лайӑх виҫеллӗ ҫамрӑк пăрусене ҫӗр процентпа упраса хӑварни, кунта ĕçлекен выльӑх пӑхакансен туслӑ коллективӗн пысӑк тивӗҫӗ. Ку чи малтан Наталия Ивановна Петрова, Ирина Николаевна Кудрякова, Лидия Юрьевна Андреева, Алена Егоровна Идрисова дояркăсен, Мария Сайфутдиновна Крутяева пăру пăхаканăн тата Александр Геннадиевич Александров доярăн пахалӑхлӑ ӗҫне пырса тивет. Шӑпах выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленине пула хуҫалӑхра ҫулталӑкӗпех "чӗрӗ" укҫа работниксен ӗҫ укҫи валли кӑна мар, техника валли запас пайсем туянма та, налук тӳлевӗсене тата ытти обязательнӑй тулевсене тӳлеме те пур.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Ситек ферминчи ӗҫсем савӑнтараҫҫӗ
Ситек ферминчи ӗҫсем савӑнтараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: