Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, йӑлана кӗнӗ тăрăх, ҫулсерен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен ҫӗрте, картараран ҫуллахи лагере выльӑх-чӗрлӗх усрама туслӑ та массӑллӑ куҫнӑ.
Кусен шутне Николай Анатольевич Коваленкон Боголюбовка ялӗнчи хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ кĕмест, мӗншӗн тесен выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн икӗ пине яхӑн пуҫӗ ҫулталӑкӗпех картара тăраççĕ. Ҫавӑнпа та кунта сӗт стабиллӗ сӑваҫҫӗ.
Анчах хирте кĕтнин те хӑйӗн плюсĕсем пур. Хуҫалӑхсен ирӗклӗ анасем ятарласа уйӑрнӑ кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем пур. Ирӗклӗ кӗтӳре выльӑхсен ӳт-пӗвӗ те лайӑхланать. Ҫуллахи лагерьте усрасси ҫине куҫни сӗт кӑтартӑвӗсене те витӗм кӳрет. Вӗсем ӳсеҫҫӗ.
Тим шывĕ хĕрринчи улӑха Тулубайри Рафиль Маратович Арсланов хресченсен (фермер) хуҫалӑхӗн ӗнисем, Ситекпуçĕнчи Киров ячĕллĕ СПКан, Дюсянти "Марс" ООО тата ытти хуҫалӑхсен ĕнисем тухнă. Ҫуллахи лагерьсенче дояркӑсемпе, скотниксемпе тата хуралçасемпе ыйтусене татса панӑ. Симӗс курӑк сӗт хушса парать.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.