Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Июнӗн , 09:50

Пысӑк сӗт сезонӗ пырать

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче суса илнĕ сӗт кӑтартӑвӗсем ӳсни палӑрать.

Пысӑк сӗт сезонӗ пырать
Пысӑк сӗт сезонӗ пырать

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче суса илнĕ сӗт кӑтартӑвӗсем ӳсни палӑрать.
Июньти ҫумӑр хыҫҫӑн районти хуҫалӑхсен кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсенче тӗрлӗ курӑксем нăкă ешерсе кайрĕç, асар-писер ӳссе кайрӗҫ. Ку, паллах, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре лайӑх кӑтартусемпе палӑртать. Пӗрремӗшĕнчен, выльӑх-чӗрлӗх йышӗ кулленхи ирӗклӗ кӗтӳре палӑрмаллах ÿт хушма та ӗлкӗрнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене паян суса илнĕ сӗт кăтартăвĕсем лайӑх ӳсни питӗ савӑнтарать тата ҫакӑ пур ҫӗрте те палӑрать. Кӑҫалхи пилӗк уйӑх хушшинче Пишпÿлек районӗнчи пӗтӗмӗшле сӗт суса илнин виçи 11396 центнерпа танлашнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫавнашкал тапхӑртипе танлаштарсан, 112 процентпа танлашать. Киров ячӗллӗ СПКра сӗт кăтартăвĕсем чи пысӑкки. Кунта кӑтартусем 128 процентпа танлашаҫҫӗ. "Урожай" ОООра та выльӑх-чӗрлӗх пăхакансен сӗтпе лайӑх кăтартусем пур. Кунта пилӗк уйӑх хушшинче дояркӑсем 180 ӗне шутланакан ӗне кӗтӗвӗнчен 2250 центнер сӗт сунӑ. Вӗсем те лайӑх хушăнупа. Сӗте куллен Пелепейри сĕт заводне чи пысӑк сортпа кӑна яраҫҫӗ.
Ҫаксем пурне те Ситекри выльӑх пӑхакансен коллективӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе те туслӑ ӗҫленĕрен май пулнӑ. Лидия Юрьевна Андреева, Альбина Егоровна Идрисова, Ирина Николаевна Кудрякова дояркăсем тата Александр Геннадьевич Александров дояр, ҫавӑн пекех Александр Андреев, Андрей Вариков, Василий Петровпа Николай Петров скотниксем тарăшнипе. Чи лайӑх доярка — машинăпа сӑвакан опытлă оператор Наталия Ивановна Петрова. Вӑл ҫак кунсенче ҫуралнӑ кунне паллӑ тунă та тивӗҫлӗ канӑва тухнă, анчах фермӑри хӑйӗн ӗҫне пăрахма шутламасть. Вӑл нумай ачаллӑ анне, виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ. Тӳрӗ кӑмӑлпа тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Наталия Ивановнана Пушкӑрт Республикинчи Ял хуҫалӑх министерствин икӗ Хисеплӗ грамотипе, Пишпӳлек район администрацин Тав ҫырӑвӗсемпе наградӑланӑ.
Пуҫланнӑ ҫумӑрсем районти выльӑх пӑхакансем ҫуллахи кӗтӳ ҫӳретмелли тапхӑра лайӑх кӑтартусемпе вӗҫлессе шанма май параҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
Сăнÿкерчĕк çинче сулахайран сылтăмалла: Александра Чернова, Наталия Петрова, Василий Петров, Лидия Андреева, Альбина Идрисова, Александр Александров, Ирина Кудрякова.

Пысӑк сӗт сезонӗ пырать
Пысӑк сӗт сезонӗ пырать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: