Çак кооперативӑн сӗт-ҫу продукцине пасар кунӗсенче райцентрта тата ҫывӑхри ялсенче юрăхлă хакпа туянаҫҫӗ.
«Кошелгинское молоко» СПоКпа хаҫат вулакансене ытлашши паллаштармалла мар, мӗншӗн тесен ҫак кооперативӑн сӗт-ҫу продукцине пасар кунӗсенче райцентрта тата ҫывӑхри ялсенче юрăхлă хакпа часах туянса пĕтереҫҫӗ. СПоК пайщикӗсен пӗтӗмӗшле йышӗ — 14 ҫын. Вӗсем Хушăлкари мăйракаллă шултра выльăх усракан килти хушма хуҫалӑхсен хуҫисем. Тара кӗрӗшнӗ сотрудниксенчен паян кунта пурӗ те икӗ ҫын ҫеҫ. Кооператив председателӗ Юрий Владимирович Григорьев. Кунта, калас пулать, унăн мӑшӑрӗ цех хуҫи пулса тӑрать тата хатӗр сӗт-ҫу продукцине туса кӑларас енӗпе ҫемье подрячĕ йӗркеленӗ. Хӗрӗпе ывӑлӗ — амӑшӗн тӗп пулăшаканĕсем. Кулленех туса кӑларакан продукци полиэтилен савăтсене янă сӗт, хӑйма, тӑпӑрчӑ, чӑкӑт, кефир тата ҫу шутланать. Пишпÿлекре «Кошелгинское молоко» СПоКăн пасарта хӑйӗн суту-илӳ точки пур, унта яланхи клиентсенчен черет йӗркеленет. Белебей хула пасарӗнче суту-илӳ точки пур. Пахалӑхлӑ продукцие тавар илекенсем хӑвӑрт илсе пĕтереççĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.