Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
23 Мартӑн 2022, 09:19

Пушкӑртстанра "Сӗт кухни" валли пысӑк завод туса лартаҫҫӗ

Çакăн пирки республика Пуçлăхĕ каласа панă.

Пушкӑртстанра "Сӗт кухни" валли пысӑк завод туса лартаҫҫӗ
Пушкӑртстанра "Сӗт кухни" валли пысӑк завод туса лартаҫҫӗ

Уфара уҫӑлнӑ Агропромышленноҫ форумӗнче Пушкӑртстанӑн 70 ытла производителĕ хутшӑнакан продукт фермер ярмăркки ĕçлет, пӗлтерет республика пуҫлӑхӗн пресс-служби.

Курава тата уҫӑлнӑ ярмăрккӑна пӑхса тухнӑ май Радий Хабиров Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Андрей Разина сӗт кухнине ӗҫе кӗртес енӗпе республика опычӗ ҫинчен каласа панă.

— Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче эпир нультен сӗт кухнин системине туса хутӑмӑр. Ҫак ҫула тухсан, сӗт кухни Уфара ҫеҫ пулнӑ, виҫӗ пин ҫынна тивĕçтернӗ, — тенӗ вӑл. — Паян вырӑнти производствӑн пахалӑхлӑ продукчӗсем нумай ачаллӑ тата сахал тупашлă ҫемьесенче, опекӑра пурӑнакан ачасем илеҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫӑмӑллӑх категорийӗсен шутне пурӗ 26 пин ҫын кӗрет. Эпир пӗр инфратытӑм туса хутӑмӑр: пирӗн унччен ача-пăча «молочкине» кăларакан пӗр сӗт завочӗ кӑна пулнӑ пулсан, халӗ Пушкӑртстанра çакнашкал сакӑр производство цехӗ. Плансенче — пысăк сӗт завочӗ тӑвасси. Сӗт кухнин продукцине шкул апатланӑвӗн рационне кӗртни питӗ кирлӗ.

https://resbash.ru/news/ekonomika

Пушкӑртстанра "Сӗт кухни" валли пысӑк завод туса лартаҫҫӗ
Пушкӑртстанра "Сӗт кухни" валли пысӑк завод туса лартаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: