Кун ҫинчен республика ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов тӳрĕ эфирта пӗлтерчӗ.
Фазрахманов каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра регионта ҫулталӑкне 1,6 млн тонна сӗт туса кӑлараҫҫӗ. Пушкӑртстанра сӗт ыйтасси нумаях мар, вӑл юлашки уйӑхра пысӑкланман. Республика унчченхи пекех ыйтнинчен ытларах продукци туса кӑларать. Сӗт завочӗсем 65—67 процент хăватпа ĕçлеççĕ тата кирлӗ пулсан хӑйсен хӑватне тата 30 процент ӳстерме пултараҫҫӗ. Пушкӑртра мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышӗ 1 миллиона яхӑн пуҫ шутланать.
"Уфамолгорзавод" ӗҫ тӑвакан директорĕ Сергей Штукатуров предприяти штатлӑ режимра ӗҫленине ҫирӗплетрӗ:
— Сӗт ыйтасси, шел, улшӑнман. Чӗртавар ҫитет. Пирӗн сӗт — пахалӑхлӑ, ӑна упрамалли сроксем сахал, ҫавӑнпа та сӗт-ҫу продукцийӗн ыйтӑвне ӳстерни савӑнтарнӑ кӑна пулӗччӗ.
Пушкӑртстанра ача-пӑча хутӑшӗсем ҫитменнине те асӑрхамаҫҫӗ, вӗсене пирӗн регионта та туса кӑлараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех туслӑ ҫӗршывсем те хутӑш илсе килсе тӑраҫҫӗ. Пӗр производитель рынокран тухса кайсанах ун вырăнне тепри килет, — терӗ суту-илӳ тата пулӑшу ӗҫӗсен министрӗ Алексей Гусев.
«МГ» информацийĕпе.