Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
4 Сентябрӗн , 10:18

Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ

Ситекри ял ҫыннисен савӑнӑҫлӑ пулӑм — ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне уçнă, ӑна "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчĕн регионти "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" проекта пурнӑҫланӑ шайра туса лартнӑ.

Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ
Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ

Ситекри ял ҫыннисен савӑнӑҫлӑ пулӑм — ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне уçнă, ӑна "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчĕн регионти "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" проекта пурнӑҫланӑ шайра туса лартнӑ. Халӗ ял ҫыннисен медицина пулӑшӑвĕпе хӑтлӑ тата санитари нормисемпе шайлашса тăракан условисенче усӑ курма май пулать.

Пӳлӗме стандартсемпе килӗшӳллӗн пуянлатнӑ, кунта васкавлӑ, планлă тата васкавлӑ пулăшу памалли пурте пур, коммуникацисене ӗҫе кӗртнӗ, сивӗ тата вӗри шывпа тивӗҫтернĕ, электричество кӗртнӗ. Хальхи ҫуртра смотровой тата процедурӑпа прививка кабинечӗ, кӗтмелли вырӑн, санузел тата гардероб пур. Пациентсене Ситекри фельдшерпа акушер пунктӗнче Надежда Вячеславовна Семенова фельдшер йышӑнать, вӑл 22 ҫул ӗнтӗ тӑван ялӗнче медицина сферинче ӗҫлет.

Чаплӑ церемонинче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачĕ Динар Загитович Гильмутдинов, Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ Артур Амурович Галеев, район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Александрович Данилов, Пишпÿлекри тӗп больницан тĕп медицина сестри Светлана Федоровна Хикматова хутшӑннӑ.

— Паян ял ҫыннисемшӗн паллӑ кун. ФАП, ку чухнехи оборудованипе тулнӑскер, халӗ сирӗн патӑрта пӗтӗм вӑйран ӗҫлет, медицина пулӑшӑвӗн пӗр пайне тӑван ял тулашне тухмасӑрах илме пулать. Юлашки ҫулсенче пирӗн районта ултӑ ҫакӑн пек фельдшерпа акушер пункчӗсене уҫнӑ. Ытти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче те ҫапла тӑваҫҫӗ-ха. Ҫаксем пурте республика Пуҫлӑхӗ Радий Фаритович тата "Единая Россия" парти пулӑшнипе пулса пыраҫҫӗ. ФАПа тума хутшӑнакансене пурне те тав тӑвас тетӗп: строительсене, районти тĕп больницӑна, ял ҫыннисене. Ял ҫыннисене пурне те кунта профилактика тӗллевӗсемпе ҫеҫ ҫӳреме сунатӑп, — пурне те ҫӗнӗ модуль ФАПне уҫнӑ ятпа саламларӗ Алексей Александрович.

Хӗрлӗ лентӑна символла касса татнӑ хыҫҫӑн хӑнасем ҫӗнӗ ФАП кабинечӗсене пӑхса тухрӗҫ. ФАПа уҫни уяв атмосферинче иртрӗ. Хӑнасем пурте ял ҫыннисене ҫакӑн пек паллӑ событипе саламларĕç.

Ял ҫыннисем республикӑна ертсе пыракансене, район администрацине, районти тĕп больницӑна тав турĕç. Вӗсем ҫакӑн пек комфортлă условисенче ваттисем валли медицина пулӑшӑвӗ илесси — пысӑк парне пулнине палӑртнă.

"Ҫакӑн пек ҫӗнӗ, ӑшӑ, ҫутӑ ФАП ҫинчен эпир тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Ҫитменнине тата халӗ фельдшер пункчӗ центрта вырнаçнă. Халӗ ӗнтӗ лайӑх условисенче сипленме пултаратпӑр, пуринчен ытла вӑл ватă çынсене кирлӗ. Шалта анлӑ, пур майсем те пур", — хак пачĕç ҫӗнӗ ФАПпа вырӑнти ҫынсем.

Уяв вӗҫленсен ялти хăйпултарулӑх артисчӗсем халӑха хӑйсен репертуарӗпе савӑнтарчĕç.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

 

Пушкӑртстанри медицина пысӑк технологиллӗ тата хальхи медицина майлӑрах пулса пырать. 2023 ҫулта сывлӑх сыхлавӗнче укҫа-тенкӗ уйӑрмалли мӗнпур ҫӑлкуҫран республикӑна 106,9 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра пурлӑхпа техникăна ҫӗнетеҫҫӗ, урӑхла каласан, медицина пулӑшӑвӗн инфратытӑмӗ аталанать. 2023 ҫулта хӑвӑрт ҫӳрекен 98 модульнӑй конструкцие туянса вырнаҫтарнӑ, ҫав шутра 84 ФАП, 9 ВА, 5 ОВОП. Пӗр врач амбулаторине тӗпрен юсанӑ, медицина оборудованийӗн 4 233 единицине пӗтӗмӗшле 1,3 миллиард тенкӗлĕх тата 185 автомобиле 203 млн ытла тенкӗлӗх туяннӑ.

 

Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ
Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ
Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ
Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ
Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ
Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: