Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
15 Нарӑсӑн , 10:24

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ

Ҫак кунсенче Кистенлĕпуçĕнче пурăнакан Афган вӑрҫин ветеранӗ Владимир Тефтерев ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ
"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ

Ҫак кунсенче Кистенлĕпуçĕнче пурăнакан Афган вӑрҫин ветеранӗ Владимир Тефтерев ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.
— Эпĕ Хушăлка ял совечӗн территорийӗнчи Светлая Заря пĕчĕк ялта, илемлӗ вырӑнта ҫуралнӑ, — аса илет Владимир Николаевич хӑйӗн ача чухнехи тата ҫамрӑк чухнехи ҫулӗсене. — Манӑн икӗ пиччепе йӑмӑк пурччӗ. Пирӗн тӑван ял район картти ҫинче ҫук ӗнтӗ. Унта пурӑнакансем пурте, хӑйсен вырӑнне улӑштарса, ҫӗршыв тӑрӑх саланнă. Манӑн аттепе анне Михайловкӑна пурӑнма куҫнă. Эпӗ Пелепей районӗнчи Михайловкăри вӑтам шкула пӗрремӗш класа кайрӑм. Шкултан вӗренсе тухсан Тольяттинчи 36-мĕш техника училищине фрезеровщике вӗренме кӗтĕм.
Училище хыҫҫӑн хулари военкомат ҫамрӑк йӗкӗте Совет Ҫарне чӗнсе илнӗ. Вӑл Ашхабадри разведкӑн вӗренӳ подразделенине лекнӗ. 1984 ҫулхи май уйӑхӗнче ăна Афганистана куҫарнӑ.
— Эпӗ аслӑ сержант званипе пехота взвочӗн командирӗн заместителӗ пултӑм, - малалла калать Владимир Тефтерев. — Афганистанра 1985 ҫулхи кӗркуннеччен службӑра пултăм. Эпир час-часах душмансемпе перкелешеттĕмĕр. Хӑш-пӗр чухне питӗ вăйлă перкелешнине те лекнĕ. Пӗррехинче аманнисене миномет вучӗ айӗнчен кӑларма тиврӗ. Унтан командовани мана хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн "Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑларӗ. Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн служит тӑвакансем кӑнтӑрти чикĕре хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ. Вӗсем Европӑна каякан наркотрафикӑн пӗтӗм тӗнчери каналӗсене, тӗрлӗ хӗҫпӑшаллӑ бандформированисене тытса чарнӑ, ҫапах та афган халӑхӗ валли шкулсем, сывлӑх сыхлав пункчӗсем тата социаллӑ объектсем тӑвассипе те аппаланнӑ.
Ҫар хыҫҫӑн Владимир Кистенлĕпуçĕнчи Надежда хӗре юратса пӑрахнӑ. Вӗсем 1987 ҫулта мӑшӑрланнӑ. Икӗ илемлӗ хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вĕсен икӗ мӑнук арçын ача тата пӗр мӑнук хĕрача ҫитӗнеҫҫӗ. Владимир Николаевич райцентрта ӗҫлет, хура тата тӗрлӗ тӗслӗ металран тунӑ тимĕр-тамăр йышӑнать. Вӑл йӗлтӗрпе чупас тата шайбӑпа хоккейла выляс енӗпе хӑйӗн ҫамрӑкла хавхаланӑвне шанчӑклӑ юлать. Хӑйӗн юратнӑ мӑнукӗсене те сывӑ пурнӑҫ йӗркине вӗрентме тӑрӑшать.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Афганистанран ҫарсене илсе тухни 35 ҫул ҫитнӗ тӗле...
Афган вӑрҫи 1979 ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1989 çулхи февралӗн 15-мӗшӗччен, урӑхла каласан, 2.238 кун тӑсӑлнӑ.

Вӑрҫӑ цифрисем
Афганистан вут-хĕмĕ урлӑ пурӗ 620 пине яхӑн совет ҫар служби тата 21 пин граждан персоналӗ иртнӗ. Вӗсенчен 14 453 ҫын вилнӗ, 417 ҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ.

 

 

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ
"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: