#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Буряти Республикин пуҫлӑхӗпе Алексей Цыденовпа тӗлпулу ирттернӗ, вӗсем регионӑн социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвне, ҫавӑн пекех спецоперацие хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассине сӳтсе явнӑ. Кун ҫинчен апрелӗн 2-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ.
Республикӑна ертсе пырас ӗҫӗн тĕп тӗллевӗ — ҫар ҫыннисене хӑвӑртрах ҫӗнтерме тата ҫӗнтерӳпе киле таврӑнма пулӑшас тӗллевпе пурне те тӑвасси пулнине палӑртнă Цыденов.
"Пирӗн республикӑра боецсем хӑйсене лӑпкӑ туйччӑр, килте пурте йӗркеллӗ пулнине ӑнланччӑр тесе пурнӑҫлакан 48 пулăшу мери. Чи малтан ачисене, ашшӗ-амӑшне пӑхни. Унта пур ҫулсенчи, пур классенчи ачасене тӳлевсӗр апатлантарни те, ҫав шутра", - тесе палӑртнӑ Буряти пуҫлӑхӗ.
Кунсӑр пуҫне вӑл регион влаҫӗсем пӗлтӗр спецопераци вӑхӑтӗнче хыпарсӑр ҫухалнисен ҫывӑх ҫыннисен ЖКХ тӑкакĕсене пӗтӗмпех компенсациленине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 2024 ҫулта республика инвестицисем енӗпе ӳсӗмӗн чи хӑвӑрт аталанӑвӗшӗн парне илнине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/medium